Йỹнеçтернĕ ĕç хака ан лартăр

Категория: Публикации Опубликовано: 18.02.2020, 14:59 Просмотров: 159

РАЙОНТИ пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр уйрăм хуçалăхсенче пулнă пушарсен 29 проценчĕ электричествăпа çыхăннă. Чылай чухне ялти çынсем электропроводсене улăштарнă, çĕнетнĕ чухне çак ĕçе ятарлă специалиста явăçтармаççĕ, укçа-тенкĕне перекетлес тĕллевпе паллакан юлташ-пĕлĕшне шанаççĕ. Çакă вара шăпах инкек-синкек патне илсе пырать те. Юлашкинчен йỹнеçтернĕ ĕç питĕ хака та кайса ларма пултарать. Пушарпа çыхăннă сăлтавсем ытти чухне те ытларах хамăртанах килеççĕ. Çавăнпа та мунча хутнă, кăвайт чĕртнĕ е электрокăмакапа ăшăнас тенĕ тата ытти чухне те хăрушсăрлăх йĕркине кашнийĕн пăхăнмалла. Çулăм алхаснине курсан вара çийĕнчех "01" (кĕсье телефонĕпе "101" е "112") телефонсемпе шăнкăравласа ямалла.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика