Марафон Елчĕке куçрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 18.02.2020, 15:07 Просмотров: 162

Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ май февралĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа 14-мĕшĕччен районта "100 çуллăх марафонĕ" фестиваль иртрĕ. Марафонăн куçса çỹрекен палли Юхмапа Пăла тăрăхне Шăмăршăран куçнăччĕ. Иртнĕ эрнекун, февралĕн 14-мĕшĕнче, ăна Патăрьелсенчен Елчĕксем йышăнчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан ушкăн çак ятпа кỹршĕсем хатĕрленĕ савăнăçлă лару-тăрăва хутшăнчĕ. Марафонăн символне Рудольф Васильевич Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхне Николай Миллина панă май юбилейăн хакĕ историшĕн, кашни çыншăн пысăк пĕлтерĕшлине палăртса хăварчĕ.

Хăнана Патăрьелсем пушă алăпа кайман. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти учительсен "Вдохновение", Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти вĕренекенсен "Биляр" ташă ушкăнĕсем тата Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем кỹршĕсене хаваслă та тыткăнлакан юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Марафон июнĕн 24-мĕшĕнче, Хĕрлĕ Чутайра иртекен Республика кунĕнче, вĕçленет. Унччен ятарлă символ районтан района, хуларан хулана куçса çỹрет.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика