Саккунсăр упранакан пăшал преступленипе тан

Категория: Публикации Опубликовано: 18.02.2020 15:18 Просмотров: 73

Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕпе килĕшỹллĕн саккунлă мар йĕркепе хĕç-пăшал, сирпĕтекен япала туянакансене, упракансене явап тыттараççĕ. Штраф панипе çеç мар, ирĕкрен те хăтарма пултараççĕ. Çавăнпа та саккунсăр упранакан çар хатĕрĕсемпе тĕрлĕрен пăшала хăйсен ирĕкĕпе йĕрке хуралне тавăрса памалла. Уншăн укçан социаллă тỹлев те тивĕçет. Пистолетсемпе револьвершăн, автоматшăн, пулеметшăн пĕриншĕн 10000 тенкĕ, сунар пăшалĕсемшĕн 8000 тенкĕ, хăйсем тунă перекен пăшалшăн 10000, хỹтĕленмелли газ пăшалĕшĕн 1000 тенкĕ.

Енчен те гражданин саккунсăр упранакан хĕçпăшала хăй ирĕкĕпе пама заявлени çырать пулсан ăна уголовлă яваплăхран та хăтараççĕ.

О. ВАСЬКИН, Росгвардин Чăваш Енри пайĕн лицензипе ирĕк паракан ĕçсен районти уйрăмĕн начальникĕ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3