Çамрăк армеецсем иккĕмĕш вырăн йышăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 25.02.2020, 19:39 Просмотров: 142

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ иккĕмĕш вăтам шкулти ОБЖ вĕрентекенĕ Виктор Антипов ертсе пыракан çамрăк армеецсем районта çеç мар, республика шайĕнчи ăмăртусенче те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Акă, çак кунсенче çеç çĕршыв тулашĕнче хăйсен çар тивĕçне пурнăçланă паттăрсене халалласа Раççей ДОСААФĕн республикăри уйрăмĕпе Чăваш Енри вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин тимлĕхĕпе тата пуçарăвĕпе йĕркеленĕ çарпа практика ăмăртăвĕнчен вĕсем лайăх кăтартупа таврăннă, командăпа иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Çамрăк спортсменсен виçĕ енлĕ нормативпа хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне кăтартма тивнĕ: Калашников автоматне сỹтсе пуçтарасси, пĕтĕмĕшле çар комплексĕн хỹтĕлевĕн (ОЗК) тумне хывса тăхăнасси, магазина авăрласси. Уйрăм кăтартусемпе вара командăри А. Солдатовапа Д. Тухфетуллов виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Асăннă шкулти пулас салтаксем ỹт-пỹ тĕлĕшĕнчен çеç мар, çар ыйтăвĕпе те пиçĕхсе ỹснине кăмăлтан ырламалла.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика