Тĕл пулу кашнин асĕнче манăçми йĕр хăварчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.02.2020, 15:16 Просмотров: 150

Оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхне хутшăнса тата Астăвăмпа мухтав çулталăкне халалласа Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти иккĕмĕш класра вĕренекенсем çар тивĕçне чикĕ хуралĕнче пурнăçланисемпе тĕл пулчĕç. Н. Тинюков пограничник-ветеран салтакри самантсене аса илчĕ, шинель çинчен хывнă юрра шăрантарчĕ.

М. Харитонов кадетсемпе викторина ирттерчĕ. Ачасем унта кăмăлтан хутшăнчĕç. А. Быков районта тата республикăра пограничниксен пĕрлĕхĕсене йĕркеленисем çинче чарăнса тăчĕ. Калаçусенчен ачасем Тăван çĕршыва юратмаллине, спортпа туслă пулмаллине, пĕр-пĕрне хисеплемеллине пуçа хыврĕç. Ун чухне вара çар ретĕнче тăрасси йывăрлăх кỹмĕ.

Хăнасем пушă алăпа та килмен. Хастарсене тата спортпа туслисене энциклопедисем пачĕç, пылак çимĕçпе чысларĕç.

Тĕл пулу кăмăллă иртрĕ. Вăл кашнийĕн асĕнче манăçми йĕр хăварчĕ. Çар профессийĕсем патне ырă туртăм çуратрĕ.

Юлашкинчен пурте пĕрле сăн ỹкерттерчĕç.

В. АППАКОВА, класс ертỹçи

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика