Класс сехечĕсене - вăрçă темипе

Категория: Публикации Опубликовано: 26.02.2020, 15:18 Просмотров: 139

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кунран-кун хыçа юлса пырать. Кăçал Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине уявлама хатĕрленетпĕр. Паянхи çитĕнекен ăру вăрçă ахрăмне аслисен калаçăвĕнчен, кинофильмсенчен, ветерансен аса илĕвĕнчен çеç пĕлет. Вăхăтĕнче çĕнтерĕве çывхартас тесе шкул ачисем те сахал мар тăрăшнă-çке. Вĕсен паттăрлăхĕ çинчен çитĕнекен ăрăва класс сехечĕсенче каласа паратпăр. Акă, Ленинград хулине блокадăран хăтарнине çеç илер. Истори страницинчен 900 кун нихăçан та асран тухмĕ.

Кĕçĕн классене вĕрентекен учительсен фестивалĕ иртнĕччĕ. Унта каллех вăрçă темине хускатрăмăр. Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти Е. Трифонова вĕрентекен пирĕн 4а классемпе "Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тата Аслă Çĕнтерỹ" темăпа класс тулашĕнчи мероприяти ирттерчĕ.

Оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхне хутшăнса тата Астăвăмпа мухтав çулталăкне халалласа "Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи ку чухнехи ачасен куçĕпе" ỹкерчĕксен выставкине йĕркелерĕмĕр. Пурте явăçрĕç унта. К. Назарова, А. Аюпова, В. Каштанов, Е. Фомин тата ыттисем те чуна витермелле ĕçсем турĕç.

Ачасем шкулта йĕркелекен тĕл пулусене те хутшăнаççĕ. Палăксене тирпейлес ĕçе те явăçаççĕ. Кỹршĕре пурăнакан ватăсене пулăшассинчен те пăрăнса юлмаççĕ.

Г. КРАСНОВА, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 4а класс ертỹçи

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика