Саккун проекчĕ хатĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 26.02.2020, 15:45 Просмотров: 131

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ юнкун Министрсен Кабинечĕн черетсĕр ларăвĕнче пурăнма кирлин чи пĕчĕк виçе çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине пăхса тухнă.

Саккун проекчĕпе ЧР Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Алена Елизарова паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, çак саккун пурăнма кирлĕ виçе статистика кăтартăвĕсене кура пĕчĕкленмелле пулсан ăна умĕнхи кварталти шайрах чакармасăр хăварассине çирĕплетет. Кунашкалли -çĕнĕлĕх мар, чылай регионта - Мускав облаçĕнче, Мордовире, Пермь крайĕнче, Киров облаçĕнче - çакнашкал йĕркепе усă кураççĕ.

Олег Николаев пурăнма кирлĕ виçе халăхăн тĕрлĕ категорине - чи малтанах сахал тупăшлă сийсене - тỹлекен пособисен калăпăшне тỹрремĕнех витĕм кỹнине палăртса саккун проектне ырланине çирĕплетнĕ. Эппин, ăна Патшалăх Канашĕнче тишкересси çеç юлать. Альбина Егорова спикер парламент сессийĕ февралĕн 28-мĕшĕнче уçăласси çинчен пĕлтернĕ - проекта шăпах çав кун пăхса тухĕç.

А. ИВАНОВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика