Яваплăх пирки манмалла мар

Категория: Публикации Опубликовано: 26.02.2020, 15:46 Просмотров: 136

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çỹрекен тата ытти техникăна тĕрĕслекен патшалăх инспекцийĕн начальникĕпе - патшалăх тĕп инженер-инспекторĕпе Владимир Димитриевпа тĕл пулнă.

Техника хире тухмалли вăхăтчен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче халь шăпах пахалăхлă вăрлăх хатĕрлессипе, тракторсемпе кăкарса çỹремелли хатĕрсене юсассипе пикенсех тăрăшаççĕ. Çурхи кун çулталăк тăрантарнине паянах шута илмесен яваплă тапхăра часах вĕçлейменни каламасăрах паллă. Акара акнă тыр-пултан авăнта çĕн çăкăр çиес тесен инкек-синкекрен те асăрханмалла.

Рудольф Селивановпа Владимир Димитриев тĕл пулура Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çур акине хатĕрленессипе тăвакан ĕçсем, ял хуçалăх техникине тĕрĕслев витĕр кăларасси, çавăн пекех ĕç вырăнĕнче техника хăрушсăрлăхне пăхăнасси пирки калаçнă.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика