Çулсем пĕр шелсĕр васкаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 28.02.2020, 11:17 Просмотров: 146

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсене тĕп тунăранпа 75 çул çитнине халалланă уявччен вăхăт нумай юлмарĕ.

Раççее темиçе хутчен те ытти çĕршывсем тапăнса хур кăтартнă, анчах иккĕмĕш тĕнче вăрçи этемлĕхĕн чĕрине ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçнă. Мĕн чухлĕ пĕр айăпсăр çын вилнĕ, ял-хула арканнă! Тен, çавăнпах та пуль çак çĕнтерỹ халăхшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи 1418 кунпа çĕре тăсăлнă. 27 млн ытла çын ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Унăн йĕрĕ кашни çемьере тарăн йĕр хăварнă.

Салтаксемпе офицерсем - фронтра, хĕрарăмсемпе ачасем тылра паттăрлăх кăтартса Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн çĕршывра пурăнакансем, унччен Совет Союзне кĕнĕ çĕршывсем вăрçăра юн тăкнă ашшĕсемпе аслашшĕсен ячĕсене яланах асра тытаççĕ, сума сăваççĕ.

Фашистла Германи пуçарнă вăрçă миллион-миллион çемьен шăпине аркатнă, ачасене ачалăхсăр хăварнă. Тĕрекленсе те çитмен хĕр ачасемпе арçын ачасем аслисемпе тан заводсемпе фабрикăсенче, ял хуçалăх производствинче тăрăшнă. Вĕсем выçлăха, тăраниччен çывăрманнине пăхмасăр çĕнтерĕве çывхартнă, кайран арканнă, хавшанă хуласемпе ялсене ура çине тăратассишĕн тар тăкнă. Шăпах вĕсене паян "вăрçă ачисем" тетпĕр.

Хальхи вăхăтра Раççей Федераци шайĕнче "вăрçă ачисене" пырса тивекен çăмăллăхсем çукки пăшăрхантарать. Проект хатĕрленĕччĕ, анчах ăна йышăнман. 1928 çултан пуçласа 1945 çулччен çуралнă çынсене "вăрçă ачисем" категорине кĕртнĕ. Раççейĕн хăш-пĕр регионĕнче ку статуса туса хунă, шел пулин те, пирĕн республикăра çук.

Вăрçă умĕн тата çав вăхăтра çут тĕнчене килнисен пурнăçĕ çăмăл пулман. Эпĕ хам та вăл вăхăтри йывăрлăх витĕр тухнăран çирĕплетсех калама пултаратăп. Нумайăшне шăпа пĕр шелсĕр хуçнă, силленĕ... Малалла ăс пухас текеннисем те вĕренеймен, ашшĕ-амăшне, çывăх тăванĕсене вăхăтсăр çухатнă. Ялти ачасен тата та ытларах нушине тỹсме тивнĕ тесе шухăшлатăп. Арçынсем вăрçăра пулнă май хĕрарăмсемпе ачасем йывăр ĕçсене пурнăçланă. "Пурте фронт валли, пурте Çĕнтерỹ валли", - текен девизпа тăрăшнă. Туса илекен ял хуçалăх продукцийĕсен пысăк пайне - тырă, аш-какай, сĕт, çăмарта - патшалăха панă. Юлнине колхозниксене ĕç кунĕшĕн валеçнĕ. Çити-çитми пурнăçпа пурăннă. Астăватăп-ха, пире 6-7 çулхи ачасене, аннесем хире çум çумлама илсе каятчĕç. Пĕр куншăн 200-250 грамм çăнăх тивнĕ. Эпир савăнсах ĕçе утнă. Никамăн та выçă вилес килмен. Çуркунне вара хире тăрса юлнă çĕр улмие пуçтарма тухнă. Ăна киле илсе килсе пỹрт тăрринче типĕтеттĕмĕр те çăнăх пек тăваттăмăр. Унтан пире икерчĕсем пĕçерсе панă.

Хăш-пĕр çемьесенче хĕлле çурчĕсене хутса ăшăтма вутă та çукчĕ. Вĕсем улăмпа кăна усă курнă. Çакăн пек йывăр лару-тăрура ỹссе воспитани илнĕ вăрçă ачисем. Вĕсем вăхăтĕнче теттесемпе те тăраниччен выляйман, кĕнекесемпе те ларайман.

Çулсем пĕр шелсĕр васкаççĕ. Вăрçă ачисем те çулсерен сахалланса та сахалланса пыраççĕ. Нумайăшĕ пĕччен пурăннине шута илсе районти АПК ветеранĕсен канашĕн ларăвĕнче вĕсене ял тăрăх администрацийĕсемпе пĕрле пулăшу йĕркелесси пирки сăмах пуçартăмăр.

Т. ШАКУРОВ, районти АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕн çумĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика