Пуш уйăхĕнче тимĕр туй кĕрлеттерекен çемье те пур

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2020 09:47 Просмотров: 125

ÇУРКУННЕН пĕрремĕш уйăхĕ районта кăмăллă пулăмсемпе пуян пулĕ. Вĕсенчен пĕри- нумай çул пĕрле килĕштерсе пурăнакансене юбилейлă туй ячĕпе саламласси. Март уйăхĕнче 13 çемье хăйсен ылтăн туйне паллă тума хатĕрленет. Мăшăрсем Ыхра Çырминче, Тутар Сăкăтĕнче, Именкассинче, Аслă Чементе, Алманчăра, Первомайскинче, Пăлапуç Пашьелĕнче, Анат Чакăра пурăнаççĕ.

Унсăр пуçне пилĕк мăшăра изумруд (55 çул пĕрле), пĕр мăшăра бриллиант (60 çул пĕрле) туйсемпе ăшпиллĕн саламлĕç. Треньелĕнче пурăнакан Иван Михайловичпа Василиса Павловна Михайловсем вара 65 çул пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ. Тăватă ача ашшĕпе амăшĕ уйăх вĕçĕнче тăван-пĕтенне тимĕр туя йыхравлĕ. Хисеплĕ ĕç ветеранĕсем пурте тенĕ пекех йышлă ача çуратса ỹстернĕ, вĕсене ура çине тăратнă, район пурнăçне ырă витĕм кỹнĕ. Юбилейлă туя паллă тума хатĕрленекен мăшăрсем паянхи çамрăксемшĕн пархатарлă тĕслĕх вырăнĕнче.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3