Уяв тĕлне - ертỹçĕсене сумлă ят

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2020 09:54 Просмотров: 176

ÇАК кунсенче республикăри Хĕрарăмсен канашĕ "Хĕрарăм лидер -2020" конкурса пĕтĕмлетнĕ, тĕрлĕ сферăра тăрăшакан ача амăшĕ-ертỹçĕсен ĕçне тата пултарулăхне тĕрлĕ номинаципе хак панă. Конкурс çĕнтерỹçисен йышне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тăрăшакансем те кĕнĕ. Районта патшалăх тата муниципаллă çăмăллăхсем паракан нумай функциллĕ центр директорĕ Ю. Селиванова "Чи çамрăк руководитель" номинацире иккĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Юлия Анатольевна яваплă тивĕçе тăваттăмĕш çул пурнăçласа пырать, вăл районти Хĕрарăмсен канашĕн пултаруллă членĕ, район полицийĕ çумĕнчи обществăлла канаш секретарĕ, районти спорт, культура мероприятийĕсен хастарĕ, икĕ ача амăшĕ.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул ертỹçине Наталия Андреевăна вара "Çулталăкри чи лайăх хĕрарăм-ертỹçĕ" номинаципе хакланă, виççĕмĕш степеньлĕ дипломпа саламланă. Педагогика каçалăкĕнче чылай опыт тата хисеп пуçтарнă руководитель ертсе пыракан коллектив районта çеç мар, республика шайĕнче те чылай олимпиадăпа ăмăрту призерĕ шутланать. Чăваш Енре палăрнă ертỹçĕсемшĕн çакă Хĕрарăмсен кунĕ умĕнхи пысăк парне!

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3