Пĕрлĕхре - вăй

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2020 10:25 Просмотров: 159

Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă уява çыхăнтаракан, пĕр чăмăра пуçтаракан чĕнÿ — «Пĕрле» сăмах.

Ун пирки мартăн 3-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче уявăн концепцийĕпе мероприятийĕсен планĕпе паллаштарнă чухне пĕлтернĕ те ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алла Салаева.

Концепци никĕсĕнче — чăваш халăхĕн пуян историйĕ, хăйне евĕрлĕ культурипе йăли-йĕрки, унăн мухтавлă çыннисем.

Кăçалхи пысăк мероприятисем пурте паллă çак пулăмпа çыхăнĕç: мартăн  10-мĕшĕнче   «Шупашкар-

Арена» Пăр керменĕнче иртекен районсемпе хуласен парачĕ, апрельте йĕркелекен Пĕтĕм тĕнчери 24-мĕш балет фестивалĕ, çамрăксен «Çамрăк хула» форумĕ, Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль. «Амазони» этнокомплексра уçă тÿпе айĕнче фильмсем кăтартĕç. «Нарспи» мюзиклпа К. В. Иванов скверĕнче киленме май пулĕ, Атăл хĕрринче «Классика çыранĕ» фестиваль ĕçлĕ, унта инструмент тата хор коллективĕсен концерчĕсем куракансене пуçтарĕç тата ытти те.

А. Иванов

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3