Пĕррехинче, Питравра

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2020 10:30 Просмотров: 238

Çын пурнăçĕ те, çут çанталăк пулăмĕсем пекех шав малалла шăвать. Иртнĕ кун нихăçан та каялла таврăнмĕ. Кирлех-ши тата? Ку е вăл çын утса тухнă пурнăç сукмакĕ - унăн пуянлăхĕ.

Манăн пăянам - Анна Васильевна - Пăлаçи Атăк ялĕнче 1920 çулта чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Вĕсен çемйи йышлă ача-пăчаллă пулнă. Ашшĕ- амăшĕ çитĕнекен ăрăва пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне вăл 20 çулхи хĕр пулнă. Тылри халăхпа пĕрле вăрман каснă, сулă юхтарнă, тырă вырса çапнă. Мускав хули çывăхĕнче торф та кăларнă. Шартлама сивĕ çанталăкра хăмаран çапса тунă бараксенче пурăннине аса илетчĕ час-часах. Уринчи йĕпе çăпатине те ниçта та типĕтеймен. Çапах çамрăксем пуç усман, чăтнă, тỹснĕ, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă.

Яла таврăнсан фронт валли ăшă çи-пуç хатĕрленĕ. Вăрçă хыççăн та юхăннă хуçалăха ура çине тăратма хастар хутшăннă.

1948 çулта Анна Васильевна Нăрваш Шăхаль каччипе пĕрлешнĕ. Анчах телейĕ нумая пыман. 1953 çулхи Питрав кунĕнче упăшки килне çĕнĕ арăм илсе килнĕ. Хунямана вара 4 çулхи ывăлĕпе тата 2 çулхи хĕрачипе мунчана хупса хунă. Чỹречипе алăкне хăмапа çапса питĕрнĕ. Пỹртĕнче упăшки çĕнĕ арăмĕпе туй тунă. Мунчари мăшăрĕпе ачисем çинчен никам та аса илмен. Мĕнле чăтса ирттернĕ-ши çак хуйха пăянам?

Туй хыççăн упăшки çуртран мĕн пур савăт сапана, тỹшек-минтере йăлтах илсе тухса кайнă. Килĕнче апат çиме тирĕк юлманни çинчен пăшăрханса аса илетчĕ вăл. Çак йывăрлăхра кỹрши-арши, тус-юлташĕ ăна пулăшма тăрăшнă. Икĕ ачине выçă лартас мар тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ Анна Васильевна. Çак хуйха-суйха çĕнтерме мĕн чухлĕ вăй-хал кирлĕ пулнă? Чăтнă, тỹснĕ вăл.

Çĕнĕ мăшăр эрех-сăрапа туслашнă. Ĕçкĕ ырă патне илсе пымасть çав. Арçынна вĕрентекенрен хăтарнă. Çакăн хыççăн вăл çĕнĕ арăмĕпе Иркутск облаçне тухса кайнă. Унта та эрехпе иртĕхнĕ вĕсем. Каярахпа мăшăрĕ сарăмсăр вилнĕ. Ăçта каймалла-ха Виталий Яковлевичăн? Вăл ирĕксĕрех малтанхи арăмĕ патне çул тытнă.

Терт-нуша курнă хуняма упăшкине йышăнман. Çавна май ачасен ашшĕ каялла ют тăрăха тухса кайнă. Мăнукĕсем патне ăшă саламсем яратчĕ вăл. Ватлăхра тăван кĕтес ытларах аса килнĕ пулĕ çав. Иртсе кайнă пурнăçа тем пекех каялла тавăрас тесен те тавăрайман. Виталий Яковлевич хăйĕн ĕмĕрне ют тăрăхрах пурăнса ирттерчĕ, унтах пурнăçран уйрăлчĕ. Халĕ пăянам та пирĕн хушăмăрта текех çук.

Унăн тирпейлĕхĕнчен, тỹсĕмлĕхĕнчен тĕлĕнеттĕм эпĕ. Мăшăрпа иксĕмĕр ирпе ĕçе тухса каяттăмăр та каçхине çеç таврăнаттăмăр. Кил-тĕрĕшри ĕçсене те, выльăх-чĕрлĕхе те пăянам тирпейлесе, пăхса тăратчĕ. Вăл ачасене çитĕнтерме те пулăшрĕ. Вĕсем ăна питĕ юрататчĕç, хисеплетчĕç. Асламăшĕ унта-кунта кайсан уншăн тунсăхлатчĕç. Ăна халĕ те ырăпа аса илеççĕ ачасем. Унăн çутă сăнарĕ яланах пирĕн асăмăрта упранать.

Р. ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3