Ăсталăхшăн - Тав çырăвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2020 10:37 Просмотров: 133

Хирти Пикшикри халăх театрĕн артисчĕсем Ульяновск хулинче пурăнакансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Ку хутĕнче вĕсем регионсем хушшинчи V фестивальне хутшăнчĕç. Куракансен умне Рамзия Хусаинован "Табылдык" ("Тупăм") спектакльне кăларчĕç. Чăн-чăн ял пурнăçне çутатать вăл. Спектакле халăх юрри-ташшипе пуянлатни килĕшрех куракансене. Вĕсем артистсемпе пĕрле кулчĕç, хурланчĕç. Вагиз Багаутдинов, Талия Земдиханова, Альфия Камалетдинова, Альфия Алигберова, Алсина Земдиханова, Ильвина тата Эльвина Халитовасем, Залина Шагаева, Айгел Камалетдинова сăнарĕсене ăста кăларчĕç. Тĕп роле вара Дания Салахова режиссер вылярĕ. Кашни артист Тав çырăвне тата парнене тивĕçрĕ.

Ульяновскинчи тутар культура центрĕн директорĕ, "Чишмэ" телеперадача ертỹçи Рамиля Сафина халăх театрĕ малашне те Чĕмпĕр енче пурăнакансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарасса шаннине палăртрĕ.

Тутарсен пĕтĕм тĕнчери конгресĕн ĕç тăвакан бюровĕн членĕ, "Татарстан - Новый век" телерадио компанин корпункчĕн ертỹçи Рамис Сафин те асăннă фестиваль тутар культура эткерлĕхне упрас тата ăна аталантарса пырас, çамрăксен пултарулăхне пурнăçа кĕртме май парас ĕçре пĕлтерĕшлĕ пулнине каларĕ.

А. ИВАНОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Март 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 29 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5