Шăрпăк ан пултăр тетте вырăнне

Категория: Публикации Опубликовано: 11.03.2020, 10:11 Просмотров: 368

ЧЫЛАЙ чухне инкек тени ỹкĕнĕçлĕ çаврăнса тухать. Вăл шутра вут-кăварпа çыхăннă пăтăрмах та. Акă, çывăх вăхăтра шкул ачисемшĕн çуркуннехи каникул çывхарса пырать. Районти пушар надзорĕн сотрудникĕсем çак вăхăтра шăпăрлансене килте пĕччен пăрахса хăварма юраманнине ашшĕ-амăшĕпе аслисене тепĕр хут аса илтереççĕ. Ача алли айĕнче шăрпăк таврашĕ те ан пултăр, инкек патне илсе пыракан хатĕр вĕсене ан илĕрттĕр. Сăмах май каласан, кашни çул тенĕ пекех çак сăлтавпа кил хуçисем пысăк инкек кураççĕ, тăкак тỹсеççĕ. Пĕлтĕр та Вăрманхĕрри Шăхалĕнче ачасем шăрпăкпа ашкăннăран пушар тухнăччĕ.

Çанталăк ăшăтас енне сулăннă май, шăпăрлансене шыв хĕррине пĕччен шанса ямалла маррине те манмалла мар. Ултавлă пăр сийĕ инкек сăлтавĕ ан пултăр.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика