Мечĕт 15 çул тултарнă

Категория: Публикации Опубликовано: 11.03.2020 10:12 Просмотров: 115

РАЙОНТИ ялсенче ĕçлекен чиркỹсемпе мечĕтсем тĕн йăли-йĕркине тыса пыма, çамрăксене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани пама чылай пулăшаççĕ. Паянхи куна Шăнкăртам ялĕнче çеç çичĕ мечĕт ĕçлет. Вĕсенчен пĕри - Саляхетдин Салимжанович ячĕпе хисепленекен мăсăльмансен иккĕмĕш прихучĕ ĕçлеме пикенни 15 çул çитнĕ.

Çак ятпа прихутра сумлă мероприяти иртнĕ, "Кăрпан яшки" ("Корбан ашы") йĕркеленĕ. Тĕне ĕненекенсене, мечĕте кĕл тума çỹрекенсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ Мансур хазрат Хайбуллов тата ытти хăнасем саламланă, тĕн воспитанийĕ ку чухне пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, çынсене пĕр-пĕринпе ырă хутшăнура пурăнма пулăшнине, аслисене хисеплеме вĕрентнине палăртнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3