«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн»

Категория: Публикации Опубликовано: 11.03.2020, 10:13 Просмотров: 225

Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕ йĕркеленĕ çавра сĕтелте Пĕтĕм Раççейри ыр кăмăллăх фончĕн «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» регионти уйрăмĕн проекчĕ пурнăçа кĕме пуçлани пирки пĕлтернĕ. Марафон республикăра пĕрремĕш хут 1995 çулта иртнĕ. Çавăнтанпа сăваплă ĕçе Чăваш Ен халăхĕ çулленех хастар хутшăнать.

Марафон вăхăтĕнче пухнă укçа-тенкĕ нумай ачаллă çемьесене  социаллă пулăшусем пама тăкакланĕ, çамрăк, пултаруллă яш-кĕрĕме хавхалантарма уйăрасси те куçкĕретех.

Сăваплă акцие кашниех хутшăнма пултарать  _ «Раççей ача-пăча фончĕн» регион уйрăмне (Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7-мĕш çурт) пымалла е 8(8352) 62-89-42 телефонпа шăнкăравламалла. Укçа-тенкĕне марафон счечĕ çине куçарма юрать. Унăн реквизичĕсем:

ЧРО ООБФ «Российский детский фонд» ИНН 2128005408  КПП213001001

Р/с 40703810075220160067

в Чувашском ОСБ № 8613 г.Чебоксары БИК 049706609, кор/с 30101810300000000609.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика