Выльăх-чĕрлĕх вăй-хăват патăр

Категория: Публикации Опубликовано: 11.03.2020 10:17 Просмотров: 169

2020 çула кĕнĕренпе икĕ уйăх хыçа юлчĕ. Çак тапхăрта ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕç. 2019 çула выльăх-чĕрлĕх отраслĕ еплерех кăтартусемпе вĕçленĕ-ши? Ыйтăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов хуравларĕ:

- Юлашки çулсенче районта выльăх шучĕ ỹссех пырать. Республикăра эпир малтисен шутĕнче. 2019 çулхи кăтартусем те çакна çирĕплетеççĕ. Кăçалхи январь уйăхĕ тĕлне 21600 пуç ĕне-выльăха шута илнĕ. Çакă 2018 çултинчен 8 процент нумайрах. Сăвакан ĕнесем 8485 пуçа çитнĕ е маларахри çултинчен пĕр процент ытларах. Выльăх йышне ял хуçалăх организацийĕсем - 3, фермер хуçалăхĕсем 19 процент ỹстернĕ. Ку ыйтупа уйрăмах "Исток" (173 пуç), "Красное Знамя" (61), "Труд" (28), "Батыревский" (14) ял хуçалăх предприятийĕсем аван ĕçленĕ. Шел пулин те, "Звезда" (70 пуç), "Первомайск" (64), "Малалла" (21), "Родина" (7) хуçалăхсенче йыша чакарнă.

Ял хуçалăх организацийĕсем ĕнесен йышне 2018 çултинчен 151 пуç ỹстерсе 1879е, фермер хуçалăхĕсем 873 (29 процент пысăкрах) çитернĕ.

Районта ăратлăх патне тимлĕх уйăрнин витĕмĕ сисĕнме пуçларĕ - сăвăм ỹсрĕ. 2018 çултинчен пĕлтĕр 5 пин тонна ытларах сунă, çавна май кăтарту 52 пин тонна яхăнпа танлашнă. Ял хуçалăх предприятийĕсем маларахри çултан - тăватă, фермер хуçалăхĕсем икĕ процент нумайрах продукци илнĕ. Уйрăмах "Исток" (25 процент), "Труд" (21), "Батыревский" (18), "Родина" (16) хуçалăхсем аван ĕçленĕ.

Пĕр ĕнерен вăтамран ял хуçалăх предприятийĕсенче 6110 килограмм сĕт сунă. "Исток" (7028), "Красное Знамя" (6466), "Батыревский" (6442) тата "Труд" хуçалăхсен кăтартăвĕ пысăкрах.

Ĕне-выльăх усракан 43 фермер хуçалăхĕнчен 14-шĕнче 2018 çултинчен сăвăма ỹстернĕ, çиччĕшĕнче кăтарту чакнă.

Аш-какай туса илессипе 2019 çулта ял хуçалăх организацийĕсенчен "Труд", "Красное Знамя" хуçалăхсенче, "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалĕ лайăх ĕçленĕ. Районĕпе вара чĕрĕ виçепе 10 пин тонна ытла (104 процент) продукци илнĕ. "Звезда", "Малалла", "Первомайск" хуçалăхсенче кăтарту чакнă.

Пĕлтĕр Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 1885 пăру е маларахри çултинчен 175 пуç ытларах илнĕ. "Исток", "Труд", "Красное Знамя" хуçалăхсене ку енĕпе уйрăммăн палăртса хăварма кăмăллă.

Выльăх-чĕрлĕхрен продукци ытларах пултăр тесен кĕтĕве çĕнетессипе, ăратлăха лайăхлатассипе тăрăшмалла. "Исток", "Батыревский", "Звезда", "Труд" хуçалăхсенче пушмак пăрусене йăхтарассипе аван вăй хураççĕ. Çав вăхăтрах "Родина", "Корма" хуçалăхсенче ку ыйтупа пачах ĕçлемеççĕ тесен те йăнăш мар.

Начар условисенче пурăнакан, пахалăхсăр апат çиекен выльăхран тупăш илме йывăр. Ятарлă комисси çулленех кĕркунне фермăсене çитсе курать, вĕсене хĕле мĕнле хатĕрленине тĕрĕслет. Пĕлтĕр 12 ял хуçалăх предприятийĕпе 19 фермер хуçалăхĕн витисенче пулнă. "Исток", "Красное Знамя", "Батыревский", "Труд" хуçалăхсенче сивĕ кунсене кĕтсе илессипе тивĕçлипех ĕçленĕ: хуралтăсене шуратса дезинфекциленĕ, урайĕнчи çĕрнĕ хăмасене улăштарнă, транспортерсене юсанă тата ытти те. Ĕç сыхлавĕн хăрушсăрлăхĕпе ятарлă кĕтессем, çынсене вăй хума условисем тунă.

Районта потребитель кооперативĕсем аталанса пынине палăртма кăмăллă. Юлашки çулсенче 15 кооператив хута кайнă. 2019 çулта 5 инвестици проекчĕ пурнăçа кĕнĕ: "Красное Знамя" хуçалăх пăрусем тăракан тата ĕнесем пăрулакан витене, А. Шарафудинов фермер ĕне-выльăха самăртма хупмалли уйрăма реконструкциленĕ, "Кзыл Камыш" çĕр ĕç фирми сурăх тата Э. Солдатова фермер ĕне фермисем тунă, "Батыревский" пĕрлешỹре ĕне-выльăх валли апат цехĕ хăпартнă.

"Фермер ĕçне пуçăнакан" программăпа 2014-2019 çулсенче 43 фермер, çемье фермине аталантарма тăххăрăн грант илнĕ. Патшалăх пулăшăвĕ те выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталанма май парать.

Ỹсĕмсем пур, анчах тата та лайăхрах ĕçлеме те тĕллев лартмалла. Çитĕнỹсем ытларах пулччăр тесен выльăх ăратлăхне тимлĕх уйăрмалла, çирĕп апат бази тата пахалăхлă çиме пултăр тесе тăрăшмалла. Чир-чĕртен профилактика мероприятийĕсене вăхăтра йĕркелемелле, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртмелле тата кадрсем пирки те манмалла мар.

О. ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2