Шăнкăртамра çула та, шкула та çĕнетĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 11.03.2020 10:21 Просмотров: 234

Иртнĕ эрнере "Авангард" хаçат редакцине Ильдар Хайдарович Чепеков Шăнкăртамри Ленин урамĕнчи çул ванса пĕтни пирки телефонпа пăшăрханса пĕлтерчĕ. Çавăн пекех ăна ялти пĕрремĕш вăтам шкул çумне хушма здани хăпартас ĕç еплерех шайра пулни те кăсăклантарать иккен.

Асăннă ыйтусене уçăмлатас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - строительство тата обществăлла инфратытăм пайĕн начальникĕпе Равиль Ямалетдиновпа тата çиччĕмĕш номерлĕ суйлав округĕпе суйланнă район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕпе Асхать Куртлюковпа тĕл пултăмăр. Акă, мĕн хуравларĕç вĕсем:

- Шăнкăртамри Ленин урамĕнчи çулăн проектне 3-4 çул каялла тунă пулнă, анчах та 2019 çулта Таможня пĕрлешĕвĕн техника регламентне улшăнусем кĕртнĕ май ăна çĕнетмелле пулса тухрĕ. Халĕ унпа килĕшỹллĕн çулăн сарлакăшĕ 5,5 метртан кая кирлĕ мар тата тротуар та сармалла. Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерствине проект валли заявка тăратнă.

Ленин урамĕнчи çула 2021 çулта "Чăваш Республикинчи ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ" программăпа килĕшỹллĕн реконструкцилеме пуçăнмалла. Вăл Ленин урамĕнчен пуçласа Ф. Тумаков фермер хуçалăхĕ патне çитичченех пулать.

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул çумне хушма здани тăвассипе те тăрăшатпăр. Объектăн смета документацийĕ хатĕр, март-апрель уйăхĕсенче строительство организацине палăртас тĕлĕшпе конкурс йĕркелетпĕр. Вĕренỹ çулĕ пĕтсен строительсем ĕçе пикенеççĕ, сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме тăрăшатпăр.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2