Чуна витермелле выляççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 11.03.2020 10:53 Просмотров: 128

Чăваш халăхĕ пултаруллă поэтсемпе драматургсем пуррипе мухтанать. Артистсем вара вĕсен произведенийĕсене сцена çине кăларнипе савăнаççĕ. Районти халăх театрĕ те Александр Кăлканăн "Анисса" драмине (режиссерĕ Л. Леонтьева) халăх патне çитерчĕ. Вырăнти артистсем ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи ял пурнăçне витĕмлĕн кăларма тăрăшрĕç.

Чухăнлăхпа пурăнакан таса чунлă хĕрпе каччă ĕçлеме ỹркенмеççĕ. Тĕрĕслĕхпе ырра шанаççĕ. Анчах чараксăр чĕлхесем вĕсен юратăвне аркатаççĕ. Куракан чунне витермелле выляма тăрăшаççĕ артистсем. Тĕп рольсенче В. Базманкин (Пикментей), Л. Федорова (Анисса), В. Николаев (Пикментей ывăлĕ Менти), Н. Якушкина (Эрнук), Л. Леонтьева (Укаç) тата ыттисем те. Спектакле артистсем Чăваш автономи облаçне 100 çул тата Астăвăмпа мухтав çулталăкне, Аслă Çĕнтерỹ 75 çул çитнине халалланă. Хăйсен пултарулăхне сцена ăстисем ытти ялсенче те кăтартасшăн.

А. ИВАНОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3