Глаукома

Категория: Публикации Опубликовано: 11.03.2020 10:54 Просмотров: 106

Хăш-пĕр чир-чĕр пуçламăшĕнче хăйĕн çинчен систермест.

Глаукома та çавсен йышнех кĕрет. Вăхăтра сипленме пуçăнмасан вара куç кураслăх чакать. Глаукома 40 çултан иртнисене аптратма пултарать. Вăл йăхран-йăха куçассипе те çыхăннă. Чир пуçлансан куçри юн пусăмĕ ỹсет. Сахăр диабечĕпе, юн пусăмĕ ỹснипе е чакнипе аптракансене, е çывăхран, аякран куракансене те чир çулăхма пултарать.

Ытларах чухне вăл икĕ куçа та сиенлет, кураслăха чакарать. Чир шала ан кайтăр тесен сиплеве пуçăнмалла. Вăхăтра куç врачĕ патне каймалла. Специалист сиплев парать. Кирлĕ пулсан хирург патне те ярать. Диспансеризаци тухасси çине тимлĕн пăхмалла. Куç кураслăхĕ япăхланни куçлăха улăштарассипе çеç çыхăнман. Çутă çине пăхсан ункăсем курăнни те иккĕлентермелле. Ирпе куç таврашĕ ыратни те чир пуçламăшне систерет. Тĕтреллĕ курма пуçлани врач патне утма хистемелле.

Куçри юн пусăмне фельдшерсем, врач амбулаторийĕнчи медицина сестрисем те виçеççĕ. Республикăри офтальмологи больницинче тата "МНТК "Микрохирургия глаза" сиплев учрежденийĕнче уçă алăксен кунĕсене ирттереççĕ. Вĕсене кайни вырăнлă.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла. Сăлтавсăрах тарăхмалла мар. Йывăр ĕçлессинчен пăрăнмалла. Ытларах пуçа пĕксе ĕçлени, вĕри мунча кĕни, çапăнни те сывлăха хавшатаççĕ.

Çав вăхăтрах уçă сывлăшра пулни, çутă çителĕклĕ çĕрте кирлĕ чухлĕ çеç вулани куçа сиенлемест. Апата пĕлсе çимелле. Талăкра 1-1,5 литртан кая шыв ĕçмелле мар. Тăварлă е ăшаланă çимĕçпе сахалрах усă курмалла. Пирус туртни сиенлĕ. Эрех-сăрапа, çăра чейпе, кофепе те иртĕхмелле мар.

Сывлăха упрани пурăнас кун-çула тăсатех.

З. КАЛМЫКОВА, районти тĕп больницăри врач-офтальмолог

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3