Асăмăртан тухмасть

Категория: Публикации Опубликовано: 11.03.2020, 11:01 Просмотров: 328

Нăрваш Шăхалĕнче С. Ядуркин воин-интернационалист ячĕпе пневматикăлла пăшалтан тĕл перессипе харкам хăйшĕн тата командăсем хушшинче ăмăртусем иртрĕç. Сергей Николаевич аслă мичмана асăнса пĕр самант шăп тăчĕç.

Малтанхи ушкăнра 14-17, иккĕмĕшĕнче 18 çулсенчен аслăраххисем тупăшрĕç. Ăмăртăва хутшăнакансем ятарлă мишене 5 метртан печĕç. Çамрăксенчен чи çивĕч куçли Саша Ефимов (8 класс) пулчĕ. Хĕр ачасенчен Елизавета Иванова тĕлĕнмелле пултарулăх кăтартрĕ. Вăл виççĕмĕш класа çỹрет çеç пулин те 36 очко пухрĕ.

Аслă çулхисенчен Анастасия Мулендеевăна çитекен пулмарĕ. Арçынсенчен 50 очко пухма май пур çĕртен 45 очкона çитерсе Алексей Григорьев мала тухрĕ.

Малалла спортсменсем командăсемпе тупăшрĕç. Кунта чи пултаруллисем Бородкинсем пулчĕç. Иккĕмĕш вырăна çамрăксен ушкăнĕ йышăнчĕ. Виççĕмĕшне Сергейĕн тăванĕсем - Ядуркинсем тухрĕç.

Мала тухнисене тата призлă вырăн йышăннисене С. Ядуркинпа пĕрле службăра пулнисем, районти "Морское братство" пĕрлешỹ ертỹçи А. Казенов, Афганистанра службăра пулнисен республикăри канашĕн представителĕ П. Тютин, ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ Н. Михайлова, ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, Сергей Николаевич амăшĕ, мăшăрĕпе ачисем саламларĕç.

В. БОРОДКИН

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика