Шывра ишессипе ăмăртрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 11.03.2020 11:03 Просмотров: 144

Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСКра район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕн, шывра ишекенсен районти федерацийĕн ертỹçин П. Перепелкинăн парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăртусем иртрĕç. Йăлана кĕчĕç ĕнтĕ вĕсем. Кăçалхипе 8 хут пулчĕç.

Тупăшăва Елчĕк, Шăмăршă, Патăрьел районĕсенчи 120 ытла спортсмен тăчĕ. Ăмăртăва Чăваш Республикин суд представителĕ В. Яковлев, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ĕçченĕ С. Белков, Аслă Чемен тата Шăхач ял тăрăхĕсен ертỹçисем Г. Медведевпа И. Васильев тата ыттисем хутшăнса пысăк кăтартусемпе хăйсен ỹсĕм çулĕсенче çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Çитĕнекен ăрăва ку енĕпе ырă тĕслĕх кăтартаççĕ вĕсем.

18 ỹсĕм çулĕпе пычĕ ăмăрту. Юхмапа Пăла ен спортсменĕсем пĕрремĕш вырăнта 11-ĕн, иккĕмĕшĕнче тата виççĕмĕшĕнче тăххăршарăн пулчĕç. Н. Перепелкин, Е. Краснова, А. Путяков, О. Краснова, А. Воробьев, К. Кальметова шывра ишес енĕпе чăн ăстасем.

Командăпа хутăш эстафетăра та ăмăртрĕç. Тăватшарăн 50 метра ишрĕç. Пĕрремĕш, иккĕмĕш вырăнсенче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш командăсемех пулчĕç.

Шывра ишме ачасене районта С. Рубцова тата В. Карягин тренерсем хăнăхтараççĕ. Çĕнтерỹçĕсем грамотăсене, медальсене, парнесене тивĕçрĕç.

Н. АЛЕКСЕЕВ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2