Шупашкар сумлă ятшăн тупăшĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.03.2020 10:41 Просмотров: 102

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2020 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ саккунпа килĕшỹллĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерĕве çывхартма пысăк тỹпе хывнă хуласене "Ĕç мухтавĕн хули" хисеплĕ ят парĕç.

Чăваш Республикин тĕп хули те ку енĕпе пысăк хастарлăх кăтартнă. Сăмахран, Совет Союзĕнче туса кăларнă мĕн пур танка Шупашкара эвакуаципе куçарнă электроаппарат завочĕн продукцийĕпе тивĕçтернĕ. Кунти ликерпа эрех заводĕнче вара "Молотов коктейлĕсене" хатĕрленĕ. Фронта пулăшса пурнăçланă ытти ĕç те курăмлă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Шупашкара сумлă ят памашкăн ыйтса Раççейĕн "Çĕнтерỹ" йĕркелỹ комитетне тăратмалли документсене хатĕрлеме хушнă. "Пирĕн сумлă ятшăн кĕрешмешкĕн пĕтĕм сăлтав пур", - тенĕ Олег Алексеевич.

А. ИЛЬИН

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3