Юрă саламĕ - хĕрарăмсемшĕн чун киленĕçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.03.2020 10:42 Просмотров: 122

ХĔРАРĂМСЕН уявĕ темиçе кун каяллах иртсе кайрĕ пулин те çак кунхи кăмăл-туйăмпа хавхалану сĕврĕлсех пĕтмен-ха. Районти кашни ял тăрăхĕнчех, ĕç коллективĕнчех илемлĕх, ырăлăх, ăшăлăх символĕ шутланакан чиперккесемпе ача амăшĕсене, асаннесемпе кукамайсене хăйне евĕр саламларĕç. Первомай- ски ял тăрăхĕнче пурăнакан хĕрарăмсене вара тĕп хуламăртан йыхравланă артистсем юрă саламĕпе савăнтарасси ырă йăлана кĕнĕ. Кăçал та "Первомайск" ял хуçалăх производство кооперативĕ (ертỹçи Михаил Петров) çак йĕркене пăрахăçа кăларман. Аслă Арапуç тăрăхĕнче пурăнакансене хальхинче Сергей Павлов артистпа "Çеçпĕл" ансамбль чăн-чăн уяв туса панă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров сцена ăстисен умĕнче парăмра юлман, чиперккесене пурне те чĕрĕ чечек парнеленĕ, малашнехи ĕçре ăнăçу суннă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3