Ним шелсĕр таптанă, хуçнă вăрçă, пĕрех пулман тăшман хури

Категория: Публикации Опубликовано: 16.03.2020, 10:57 Просмотров: 302

Петр Сергеевич Красников 1922 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче Сăкăтра çуралнă. Ялти шкултан 7 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн малалла ăс пухас тесе кỹршĕ яла çỹреме пуçланă. Анчах икĕ уйăхран ашшĕ-амăшне ĕçлесе пулăшас тĕллевпе пăрахнă.

1939-1940 çулсенче Совет Союзĕпе Финлянди хушшинче хирĕç-тăру хыççăн пирĕн çĕршыв çумне пысăк территори хутшăннă. Унти финсем Финляндине эвакуаципе куçса кайнă, çурчĕсем пушанса юлнă. Совет Правительстви вĕсем вырăнне çынсене вербовкăпа яма йышăннă. Ирçесем, тутарсем, чăвашсем йышлăн куçса кайнă. Сăкăтра пурăнакансем хушшинче те Карелине çитекенсем пулнă. Çĕнĕ çĕре Петр Красников та çул тытнă. Вырăна çитсенех çар учетне тăнă.1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕчченех çавăнта вăй хунă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан СССР Верховнăй Совечĕ июнĕн 22-мĕшĕнче кăларнă указпа килĕшỹллĕн 1905-1918 çулсенче çуралнă арçынсене мобилизацилеме йышăннă. Июнĕн 24-мĕшĕнче халăх пурлăхне чикĕ çывăхĕнчен куçарасси пирки указ тухнă. Çар военкомачĕ учетра тăракан çамрăксене эвакуаци енĕпе ĕçлеме янă. П. Красникова тата виçĕ çынна 200 ĕнене хăваласа кайма хушнă. Вĕсен çулĕсем Калинин, Мускав, Рязань, Пенза хулисем хĕррипе иртнĕ. Ĕньесене талăкра пĕрре сунă. Вĕсене сума вырăнти влаçсем çывăх ялсенче пурăнакан хĕрарăмсене ятарласа пуçтарнă. Çĕршывăн тĕп хулин айккипе иртнĕ чухне Мускавсене илсе тухнă. Çурри ку ĕçе тума пĕлмесен те çавах пурнăçланă.

Нимĕç самолечĕсем темиçе хутчен те бомбăсем пăрахса кĕтĕве салатса янă, çывăхри ялсенче пурăнакансем выльăхсене пĕр çĕре пуçтарма пулăшнă. Ĕнесем хăранипе çул айккинчи канавсене, çырма-çатрана сиксе урине хуçнă, аманнă тĕслĕхсем те пулнă. Утайманнисене, вăйран кайнисене, чирлисене пусса какайĕсене çар чаçĕсене, госпитальсене панă.

Кĕтĕве вăрмансенче, хирсенче чарăна-чарăна çитернĕ пулсан та малтанхи вăхăтра кунне 20-25 çухрăм куçнă. Хĕл ларма пуçласан хăвăртлăх чакнă. Кашни 10 çухрăмран çитермелли пунктсем йĕркеленĕ. Карелинчен 2500 çухрăмра вырнаçнă Оренбург облаçĕнчи Чкалов районне çанталăк сивĕтсен тин çитнĕ. Выльăхсене унти колхозсене валеçсе панă.

П. Красников хушнă ĕçе пурнăçланă хыççăн тăван ялне таврăннă, военкомата учета тăнă. Вăрçа кайма повестка кĕтме тытăннă.

1942 çулхи май уйăхĕнче Сăкăтран фашистсемпе çапăçма пысăк ушкăн - 20е яхăн çамрăк каччăпа арçын - тухса кайнă. Ялта ачасем макăрни, хĕрарăмсем уласа йĕни илтĕннĕ. Вăрçа каякансем хурлăхлăн салтак юрри юрланă. Вĕсене ăсатма халăх ял вĕçĕнчи сăрт çине пуçтарăннă.

Ку ушкăнра аннен тетĕшĕ, 1920 çулта çуралнă Дмитрий Архипович Падусев, пулнă. Вăл авланман, хăй хуçалăхпа пурăннă. Лаша, ĕне усранă, тыр-пул акнă. 1940 çулта ашшĕ вилнĕ хыççăн çемьери йывăрлăх ун çине тиеннĕ. Йăмăкĕсемпе шăллĕне ура çине тăратассишĕн амăшĕпе пĕрле тăрăшнă. 1942 çулччен броньпе пулнă. Фронт валли çуна тăвакан артельте ĕçленĕ. Вăрçа кайиччен пĕр эрне маларах килĕнчи лашине фронт валли Йĕпреç станцине леçсе панă. Ял совечĕ фронта каякансене ăсатма темиçе лав уйăрнă.

Ял куштанĕсем Д. Падусева инхоз (индивидуальное хозяйство) тесе кутамккине лав çине хуртарман. Атте, нимĕç самолечĕсен бомби айне лексе курнăскер, хăйсен лавĕ çинче вырăн тупса панă.

- Унта кайсан пурте пĕр пулатпăр, - тенĕ тет вăл. Д. Падусев 1943 çулхи август уйăхĕнче Смоленск облаçĕнче пуçне хунă.

Нихăçан асран тухми хăрушă кунсем

Запасри полкра çар ĕçне вĕренсе присяга тытнă хыççăн П. Красников 1942 çулхи июль уйăхĕнче Калинински фронта, Ржев сăмсахне (Ржевский выступ) лекнĕ. Çĕнĕрен килнисене Калинин (хальхи Тверь) облаçĕнчи Белый хули çывăхне илсе çитереççĕ. Вăл вăхăтра унта вăйлă çапăçусем пынă. Июлĕн 7-9-мĕшĕсенче Белый хули çывăхĕнчи хупăрлавран стрелоксен 17-мĕш гварди дивизийĕ 1739 çынпа çеç тухнă. Вĕсене каярахпа çĕннисемпе комплектлама пуçлаççĕ, техникăпа çар хатĕрĕсем параççĕ. П. Красников стрелоксен 17-мĕш гварди дивизин 48-мĕш полкне лекет. Ăна взвод командирĕн çыхăнуçи пулма уйăраççĕ.

- Взвод командирĕ училищĕрен вĕренсе тухнăскер кăначчĕ, питĕ лайăх çынччĕ. Шел, декабрь уйăхĕнчи наступленинче пĕрремĕш кунах вилмелле амантрĕç,- тесе каласа паратчĕ атте.

Августра дивизи малти линири хỹтĕлеве йышăнать, ăна çирĕп тытса тăрать. Сентябрĕн 17-мĕшĕнче резерва илсе тухаççĕ.

1942 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче Ржев сăмсахĕнче Хĕрлĕ çар командованийĕ "Марс" ятлă операци пуçлать. Пилĕк кунра дивизи пысăк çухату тỹсет: 629 çын вилет, 2376-ăн аманать, 824-шĕ хыпарсăр çухалать. П. Красников та уринчен аманать, ăна госпитале ăсатаççĕ. 1943 çулхи март уйăхĕнче тин вăл сывалса тухать. Ăна Курск пĕккин çурçĕр енче вырнаçнă Тĕп фронтне хушса панă çара яраççĕ. Вăл стрелоксен 280-мĕш дивизин 1031 полкне лекет. Дивизи Тĕп фронтра 12 çухрăм сарлакăш хỹтĕлев йышăннă. Шăпах çакăнтан Мускав - Симферополь автоçул иртнĕ. Нимĕçсем çавăнтан наступлени пуçлама пултараççĕ тесе командовани стрелоксен 1035 полкне малти линин иккĕмĕш позицине, стрелоксен 1031 полкĕ хыçне оборона тытма хушнă. Тăшманăн тапăнас шухăшне сиссе тата тĕплĕн кĕтсе илме хатĕрленнĕ. 150-300 çухрăм таран хỹтĕлев линийĕсене чавса хатĕрленĕ.

Нимĕç фашисчĕсем 1943 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче Курск пĕккинче наступлени пуçлаççĕ. Стрелоксен 280-мĕш дивизийĕ хỹтĕлев тытакан позицие тăшманăн пехота 5 полкĕпе 50 танкĕ тапăнса кĕреççĕ. Хаяр çапăçусем пуçланса каяççĕ. Фашистсем пысăк çухатусем тỹссен те икĕ çухрăм малалла куçнă. Июлĕн 6-мĕшĕнче 1033 полкăн пĕр батальонне хупăрласа илеççĕ, 15 салтак кăна çăлăнса тухать. Июлĕн 6-мĕшĕнче дивизи тата икĕ çухрăм чакать. Танксене хирĕç кĕрешекен артиллери пысăк пулăшу парать. Нимĕçсем куллен вуншар танк ытла çухатаççĕ. Вăйсем тан мартан июлĕн 5-12-мĕшĕнче пирĕн салтаксем тата 8-10 çухрăм каялла куçаççĕ.

Çак çапăçусенче П. Красников йывăр аманать, тăнне çухатнипе вăл пĕр хускалмасăр çапăçу хирĕнче выртнă. Санитарсем те, юлташĕсем те ăна вилнĕ тесех шутланă. Докуменчĕсене кăларса илсе штаба панă. Писарь Сăкăт ялне Петр Сергеевич ĕмĕрлĕхех куçне хупни пирки çыру ярать: "Красников П.С., 1922 г.р., рядовой, погиб в бою 13.07.1943 г.. Захоронен в с. Обыденки-Бузово Троенянского района Курской области".

Ашшĕ-амăшĕ, йăмăкĕсемпе тăванĕсем çак хыпара пĕлсен православи йăли-йĕр- кипе 20, 40 кунне асăнса ирттереççĕ.

Аттене вилнисене пытарса çỹрекен ушкăн тупнă. Ятарлă салтаксем чăн малтанах вилнĕ красноармеецсен докуменчĕсене, наградисене штаба пама пуçтарнă.

Аттен уринчи аттине хывса илсен салтак унăн ура пỹрнисем вылянине асăрханă, тĕплĕнрех тĕрĕслесен вăл чĕрри палăрнă. Контузи пулнăскере малтан медсанбата, кайран госпитале ăсатнă. Икĕ уйăх вăл унта сипленнĕ. Çав вăхăтра хăлха илтменни, чĕлхе калаçманни, куç лайăх курманни иртсе кайнă.

Çĕнĕ вăйпа - фашистпа çапăçма

Сывалнă хыççăн П. Красникова стрелоксен 162-мĕш дивизийĕн 224-мĕш полкне, автоматчиксен ротине яраççĕ. Вăл Белорусси ССРĕн Гомель облаçне ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать. Хăй малтан тăнă стрелоксен 280-мĕш дивизийĕ çухату нумай тỹснипе иккĕмĕш эшелона илсе тухса тата салтаксем хушса панă хыççăн урăх çĕре куçарнă пулнă.

1944 çулхи январĕн 8-мĕшĕнче Белорусси фрончĕ çар операцине пуçлать. Стрелоксен 162-мĕш дивизийĕ малти лининче тăнă. Вăрçăра малти лининчи рота командирĕ - эрне, взвод командирĕ - виçĕ кун, салтак пĕр кун пурăнать тесе каланă. Красноармеецсем аманнă е вилнĕ, чĕрĕ те сывă тухма сахалтарах май пулнă. Наступленин иккĕмĕш кунĕнче, январĕн 9-мĕшĕнче, П. Красников атака вăхăтĕнче юнашар снаряд сирпĕннипе тепĕр хут контузи илет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа виççĕмĕш хут госпитале лекет. Пĕр уйăх ытларах унта пулнă хыççăн малти линие таврăнать. Хальхинче автоматчик пулса тăшмансене хирĕç çапăçать. Белоруссинче вырнаçнă дивизисем тăшмана тапăнма хатĕрленнĕ май "Багратион" операци йĕркеленĕ. Стрелоксен 69-мĕш дивизийĕ малти линире, шурлăхлă вырăнта тăнă. Наступленинче юхан шывсем урлă нумай каçмаллине шута илсе салтаксене сулăсемпе, кимĕсемпе усă курма, ишме пĕлменнисене ишме вĕретнĕ. Вăрманлă вырăнта çапăçма хăнăхтарнă. Шурлăх тăрăх пыма "мокроступсем" хатĕрленĕ, вĕсемпе утма хăнăхтарнă.

Тăшман ку вырăнта çын иртейми шурлăх тесе шухăшланă, çавăнпа та çакăнтан наступлени кĕтмен. Командовани тĕп тапăну стрелоксен 69-мĕш дивизийĕ тăракан вырăнтан хатĕрленĕ.

1944 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче П. Красников тăракан часть артхатĕрленỹ хыççăн Бобруйск хулин кăнтăр енчен, шурлăхсем урлă тапăнать. Прорыво шурлăхĕсем урлă пĕренесем хурса каçарнă танксем те çапăçăва кĕреççĕ. Вĕсем хыççăнах Плиев генералăн лашапа механизациленĕ ушкăнĕ пынă. Стрелоксен 69-мĕш дивизийĕ наступленинче куллен 15-20 çухрăм куçса пынă. Июнĕн 28-мĕшĕнче Осиповичи хулине ирĕке кăларса тăшманăн çар ушкăнне хупăрласа илме пулăшнă. Фашистсем ункăран тапăнса тухма хăтланнă, çавна май йывăр çапăçусем пулнă. Дивизи тăшманăн 3186 салтакĕпе офицерне тыткăна илнĕ.

Бобруйск патĕнчи çапăçу хыççăн тата малалла кайнă салтаксем. Барановичи хулине ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. "Беловещская пуща" заповедника чи малтан кĕнĕ. Çарсем заповедника çитсен приказ тухнă: зубрсене, пăшисене, хир сыснисене тата ытти чĕр чуна пеме юрамасть. Салтаксенчен нумайăшĕ сунарçă пулнă пулсан та хушăва пăхăннă. Никамăн та штрафбата лекесси килмен.

Июлĕн 21-мĕшĕнче дивизин разведэскадронĕ Польша чиккине çитнĕ. 22-мĕшĕнче вара пурте Западный Буг юхан шыв урлă каçса Польша территоринче плацдарм йышăннă. Хĕрлĕ çар Польшăна ирĕке кăларма пуçланă. 1944 çулхи сентябрĕн пуçламăшĕнче стрелоксен 69-мĕш дивизийĕ Варшавăри Нарев юхан шывĕ урлă хăвăрт каçса плацдарм йышăнма приказ илнĕ. Нарев 70-250 метр сарлакăш юхан шыв, тарăнăшĕ виçĕ метртан кая мар. Варшава патĕнче Вислăна юхса кĕрет. Салтаксем сулăсемпе, кимĕсемпе ишсе каçса хушнине пурнăçланă. Çакăнти çапăçусемшĕн П. Красникова "За боевые заслуги" медальпе наградăланă.

Нимĕçсем пирĕн çарсене плацдармран темиçе хутчен те сирсе ывăтасшăн пулнă, анчах та Совет салтакĕсем çирĕп тăнă. Кунта вĕсем 1945 çулхи январĕн 14-мĕшĕчченех пулнă. Хĕвел тухăç - Прусси операци пуçлансан дивизи наступлени пуçласа янă.

Январь вĕçĕнче Висла шывĕ урлă каçассипе ĕçлеме пуçланă. Малтанах командовани кимĕсемпе, сулăсемпе усă курма шухăшланă. Январĕн 20-мĕшĕсенче Польшăра 20-25 градус сивĕсем тăраççĕ. Шăпах çав вăхăтра шыв шăнать. 18-20 сантиметр хулăнăш пăр пехотăри салтаксене чăтать, юхан шыв урлă каçма май пур.

- Чи хăрушши тăшман пульли мар, пăр урлă каçнă чухне снаряд ỹксе çурăлнă вакка кĕрсе ỹкесси шиклентеретчĕ, - тесе каласа паратчĕ атте. Автомат, хушма дискисем, патронсем, гранатăсем, каска шывра нумай тытăнса тăма май паман, çийĕнчех пулăшу памасан салтак путнă.

Артиллерине каçарма саперсем хăмасем, щитсем пăрахса, шыв сапса пăра хулăнлатнă. Тăшман пĕр вĕçĕм персе тăнине пăхмасăрах техника та чиперех тепĕр енне çитнĕ.

Дивизи февраль пуçламăшĕнче Данцис хули енне тапăнса каять. Ăна фашистсенчен тасатнă хыççăн çарсем, çав вăхăтрах стрелоксен 69-мĕш дивизи те Одер юхан шывĕ хĕррине çитсе унти Белорусси фрончĕн çарĕсене Берлина штурмлама илсе кайнă май хăвăртрах улăштармалли пирки приказ илнĕ. 1945 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче салтаксем çула тухнă. Вĕсен талăкра 40-45 çухрăм куçмалла пулнă. "Ура çинче, утса пынă чухне çывăрса курманччĕ, çавăнта тỹр килчĕ", - тетчĕ атте вăрçă пирки аса илнĕ чухне.

Апрелĕн 14-мĕшĕнче Одер юхан шывĕ хĕррине çитеççĕ, 20-мĕшĕнче ăна çапăçупа илме пуçланă. Дивизи Штеттин хулине илнĕ çĕре хутшăннă.

1945 çулхи майăн 1-мĕшĕнче Росток хулине йышăнса Балтика тинĕсĕ хĕррине тухнă. Фашистла Германие çĕнтернĕ хыççăн та салтаксем çак хуларах юлнă: çар склачĕсене сыхланă, тинĕс хĕррипе патрульте çỹренĕ. Пытанса юлнă тăшмансем пирĕн салтаксене тапăннă тĕслĕх те сахал мар пулнă. 1945 çулхи августăн юлашки кунĕсенче П. Красников тăракан çар чаçне Японие хирĕç пыракан вăрçа илсе кайма хушу тухнă, анчах тепĕр кунхинех вăл парăнни çинчен хыпар çитнипе вырăнтах юлаççĕ. Кĕркунне атте тăван тăрăха таврăнса çемье çавăрнă. Вĕсем аннепе- Мария Архиповнăпа - 7 ача пăхса çитĕнтернĕ.

Пирĕн атте 1993 çулта куçне ĕмĕрлĕхех хупать. Эпир, ачисем, 24 мăнукĕпе 35 кĕçĕн мăнукĕ вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă ветеранпа тивĕçлипе мухтанатпăр. Çĕнтерỹ кунĕнче унăн портречĕпе "Вилĕмсĕр полк" акцие хутшăнатпăр.

Валерий КРАСНИКОВ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика