Çурхи шыв ултавлă

Категория: Публикации Опубликовано: 16.03.2020 10:58 Просмотров: 130

Çак кунсенче районти çурхи шыв-шура хирĕç кĕрешекен тата чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссисен пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ.

Ларăва ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, Чăваш Республикинчи аварипе çăлав службин районти звенин службин ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăннисен умĕнче район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Григорий Каллин 2020 çулхи çурхи ейỹ вăхăтĕнче пăхăнмалли йĕркесем, шыв-шур вăхăтĕнче васкавлă йышăнмалли мерăсем пирки тухса калаçрĕ. Кăçалхи çуркунне пысăк хăрушлăх кăларса тăратмасть пулин те, Григорий Николаевич хăйĕн сăмахĕнче вырăнсенче çын пурнăçĕпе çыхăннă мĕн пур йĕркене çирĕп пăхăнмаллине çивĕчлетрĕ.

Роспотребнадзор управленийĕн Чăваш Республикинчи территори уйрăмĕн начальникĕ Оксана Такмакова шыв-шур сарăлнă вăхăтра пăхăнмалли санитарипе гигиена, тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланмалли йĕркесемпе паллаштарчĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3