Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 17.03.2020, 10:28 Просмотров: 196

Тĕплĕнрех пăхса тухĕç

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 38-мĕш сессийĕн 2-мĕш тапхăрĕн ĕçĕ вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Конституцие улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккун майлă пулнă. Çавăн пекех регион ертÿçи икĕ енĕпе тăрăшарах ĕçлемеллине палăртнă. Чи малтанах ку — халăх влаçĕн пĕрлехи тытăмне йĕркелесси. Иккĕмĕшĕ — тăван чĕлхе аталанăвĕн ыйтăвĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, Конституцире патшалăх чĕлхи вырăс чĕлхи пулни çинчен каланă, çав вăхăтрах регионсен те хăйсен патшалăх чĕлхине çирĕплетме тата ăна аталантарма ирĕк пур. «Конституцире пирĕн тăван патшалăх чĕлхин тата унăн аталанăвĕн правине тепĕр хут çирĕплетнĕ пулсан пирĕн чĕлхене аталантарасси тата упраса хăварасси çинчен калакан çĕнĕ документ пирки çеç мар, чĕлхе аталантăр, ÿсекен ăру унпа кăсăклантăр тесе уйрăм йышăнусемпе те ĕçлемелле. Ку тĕлĕшрен çамрăк ăрăвăн тĕрлĕ ÿсĕмĕнче тăван чĕлхене вĕрентес методикăна тарăннăн пăхса тухмалла. Эппин, вĕрентÿ ĕçне çĕнĕлле йĕркелемелле. Çав шутра интерактивлă мелсемпе те усă курмалла, мĕншĕн тесен ун пек ачасем лайăхрах ăнланĕç, нумайрах пĕлĕç», — тенĕ вăл.

Чирлисене куçран вĕçертмеççĕ

Правительство çуртĕнче Чăваш Енре коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн ларăвĕ иртнĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынă. Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, медицина организацийĕсене оборудованипе тивĕçтерес тĕлĕшпе бюджетра хушма укçа — 49 миллион тенкĕ — уйăрнă. Чăваш Енри 15 стационарта 408 койка хатĕрленĕ. Чирлисене ыттисенчен уйăрмалли 44 бокс пур. Китайран Чăваш Ене ĕçлеме килнĕ тата ют çĕршывсенчен таврăннă çынсем пурте медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Кунашкаллисене 156 çынна шута илнĕ, вĕсенчен 34-шне халĕ те сăнаса тăраççĕ. Телее, пирĕн республикăра коронавируспа чирлĕ çынсене тупса палăртман. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх, ОРВИ тата гриппа чирлисен анализĕсене Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн лабораторийĕнче тĕрĕслеççĕ, иккĕленÿ çуратаканнисене /6 тĕслĕх/ Чулхулана илсе каяççĕ. «Ку чиртен хальлĕхе никамăн та иммунитет çук, çавăнпа пурин те питĕ асăрхануллă пулмалла, сунасран вăхăтра сипленмелле», — тенĕ Надежда Феофановна. Коронавирус ыйтăвĕпе министерствăра «хĕрÿ лини» ĕçлет: 26-14-14.

Экскурси хатĕрлесе çĕнтернĕ

Пĕтĕм Раççейри «Манăн музей» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Ăмăртăва Пĕтĕм Раççейри электрон публикацисен проекчĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Çĕршыв шайĕнчи конкурсра Чăваш наци музейĕн филиалĕ — Çеçпĕл Мишши музейĕ _ палăрнă. «Юрату тата Шанчăк» çуран курса çÿремелли экскурси 3 степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Экскурсие Çеçпĕл Мишши музейĕн ертÿçи Антонина Андреева хатĕрленĕ.

Акци пуçланнă

Республикăра «Пĕтĕм Раççейри стоматологи сывлăхĕн кунĕ» акци старт илнĕ. ЧР стоматологи ассоциацийĕпе республикăри стоматологи больницисем пуçарнипе шкулсемпе ача сачĕсенче сывлăх урокĕсем, калаçусем, ытти мероприяти йĕркелеççĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика