Вĕлле тытма тăн-пуç кирлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.03.2020, 10:39 Просмотров: 358

Патăрьелĕнчи агротехникумра утарçăсен çиччĕмĕш форумĕ иртрĕ. "Вĕлле хуртне пулăш" ятпа йĕркеленĕ мероприятие Патăрьел районĕнче пурăнакансемсĕр пуçне Канаш, Элĕк, Шăмăршă, Елчĕк тăрăхĕсенчен, Тутар Республикинчен тата ытти çĕртен те килнĕ. Вĕсен умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ В. Львов, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов, Чăваш Республикинчи кăнтăр районĕсен зоотехник-консультанчĕ Н. Пирожков, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн пĕтĕмĕшле тата уйрăм зоотехни кафедрин профессорĕ, ял хуçалăх наукин кандидачĕ И. Мадебейкин, ветеринари медицинин тата зоотехни факультечĕн деканĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Г. Тобоев доцент, И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, биологи наукисен докторĕ В. Тобоев, ял хуçалăх наукин кандидачĕ А. Скворцов тухса калаçрĕç, канашсем пачĕç, çавăн пекех пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.

Районта юлашки çулсенче вĕлле хурчĕ тытакансен йышĕ ỹссех пырать. Паяна 4500 çемьене шута илнĕ. Хурт-хăмăрçăсене канашсемпе Н. Пирожков нумай пулăшать, хăйĕн пĕлĕвне аталантарма Раççейĕн тĕрлĕ хулинче иртекен канашлусене те хутшăнать. Нумай пулмасть вăл Хусанта утарçăсемпе иртнĕ форумра пулнă. Николай Петрович сăмах илнĕ май çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ, апитерапипе тата ульетерапипе кăсăкланакансем нумайланнине, хăйĕн патне - "Нектар" фермер хуçалăхне ют çĕршыв çыннисем те курма килнине каласа пачĕ. Пĕр тĕрлĕ чечекрен, çăкаран, пыл мĕнле юхтармаллине вĕрентрĕ. Çулла çу паракан культурăсене хурт-кăпшанкăран, чир-чĕртен хими препарачĕсем сапнă вăхăтра вĕлле хурчĕсем çемйи-çемйипе вилнĕ тĕслĕхсем пирки чарăнса тăчĕ.

Çут çанталăк улшăнни те вĕлле хурчĕсен пурнăçне пысăк витĕм кỹрет иккен. И. Мадебейкин пĕлтернĕ тăрăх, 30-40 çул хушшинче пĕлĕтлĕ кунсен шучĕ 20 куна вăрăмланнă, хĕвеллисем 25 чакнă. Утарçăсем 50-60 çул каялла варроатоз чирĕ пирки илтмен те, халĕ унпа нушаланаççĕ. Ăна пĕтерес тесен кĕркунне вĕллесене ятарласа ăшă çĕрте тытса (теплообработка) хĕле валли вырнаçтарса лартмалла. Ял хуçалăх наукисен докторĕ сивĕ вăхăтра апатланма сахăр сиропĕ вырăнне "çунатлă тусĕсене" пыл панине пĕлтерчĕ.

Вĕлле хурчĕсем çемйипе тухса кайнă тĕслĕхсем те пулаççĕ. Наука чĕлхипе ăна коллапс теççĕ. Мĕнле сăлтавпа йăвине хăвараççĕ-ха вĕсем? В. Тобоев профессор шăпах ун пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ. Тĕпчевçĕсем çакă варроатоз чирĕпе, вĕллесене хĕле валли кирлĕ пек хатĕрлеменнипе, çанталăк çамрăк хуртсем тухнă вăхăтра сивĕтсе илнипе, утар çывăхĕнче хими препарачĕсемпе усă курнипе, пирĕн патăрта пурăнайман вĕлле хурчĕсене усранипе тата ыттипе те çыхăнтараççĕ. Сăлтавĕ нумай, çавăнпа та продукци илес тесен кашнине шута илмелле.

Пахалăхлă пыла пурте хапăлласах туянаççĕ. Утарçăсен çакна манмалла мар. Пĕрре суян, иккĕ, виççĕмĕшĕнче кам илет? Нỹрĕклĕх те 16-18 процентран пысăк кирлĕ мар. Пĕрлех çĕнĕ технологисене алла илмелли, пĕр тата темиçе тĕрлĕ пыл туса илмелли, вĕсене тĕрĕс ят парасси пирки калаçрĕ Г. Тобоев. Геральд Максимович хăй те вĕлле хурчĕсем усранă май вĕсем пирки нумай пĕлет, тĕпчевсем ирттерме те ỹркенмест. Мероприятие хутшăнакансемшĕн вăл панă канашсем усăллă пулассине шанас килет.

Канашлура вĕлле хурчĕсем çу тăршшĕпе пыл хатĕрлеччĕр тесен тĕрлĕ йывăç лартмалли, нумай вăхăт хушши çеçкере ларакан ỹсен-тăран акмалли, утар тытакансен ветеринари паспорчĕ тата ял тăрăхĕнчи хуçалăх кĕнекине вĕллесен шутне çыртармалли пирки те сăмах хускатрĕç.

Яланхиллех "2019 çулхи чи лайăх пыл" конкурс та иртрĕ. Тупăшура пирĕн районти Иван Кошкин  виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика