Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 17.03.2020 10:40 Просмотров: 129

Тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ, СССР чемпионки СССР тата тĕнче  Кубокĕн çĕнтерÿçи, пилĕк çухрăма хăвăрт утас енĕпе тĕнче, Европа тата СССР рекордсменки, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спортăн отличникĕ Александра Тимофеевна Деверинская (19.03.1960) 60 çул каялла Первомайскинче çуралнă.

А. Деверинская  И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1981-1986 çулсенче Шупашкарти ДСО «Буревестникра» инструктор, 1986-1990 çулсенче Чăваш АССРĕн Министрсен Совечĕ çумĕнчи физкультурăпа спорт комитечĕн инструкторĕ, 1990-2002 çулсенче  Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче  (физкультура преподователĕ, директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ, директор тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ), 2002-2007 çулсенче хăвăрт утакансен республикăри шкулĕн директорĕ пулса ĕçленĕ. 2007 çултан – Раççей коопераци университечĕн Шупашкарти институчĕн физкультурăпа спорт кафедрин доценчĕ.

Александра Тимофеевна – çăмăл атлетика енĕпе тĕнче шайĕнчи судья.

Пирĕн ентешĕмĕр Чăваш Республикин Хисеп хутне тивĕçнĕ.

 («Çулталăк кĕнекинчен

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3