Паянхи кунпа савăнать

Категория: Публикации Опубликовано: 17.03.2020, 10:42 Просмотров: 223

Зоя Васильевна тесе чĕнеççĕ ăна Татмăшра. Аппа, инке текенсем те нумай. Çамрăкпа çамрăк, ватăпа ватă пулма пĕлнĕрен хисепĕ те пысăк-тăр.

Зоя аппа Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕнче çуралнă. Ытти ачасемпе пĕрлех шкулта вĕреннĕ. Хуçалăх ĕçĕнче ашшĕ-амăшне пулăшнă. 11 çулта чухне вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Нумай ĕçлеме тивнĕ колхозра çамрăка. Вĕсен çемйи выçлăх мĕнне аван пĕлнĕ.

Ỹссе çитсен, хĕр пĕвне кĕрсен Зоя Васильевна Татмăш каччипе паллашнă, çемье çавăрнă. Ферма пăру пăхма кĕнĕ. Хăйне шанса панă ĕçе чун-чĕререн пурнăçласа пынă.

Ĕçчен те харсăрлăхне пула çемье кăçатă йăвалама та вăхăт тупнă. Çуллахи вăхăтра иккĕшĕ те колхоза утнă. Феоктист Дмитриевич стройкăра вăй хунă.

Ивановсем 5 ача çуратса ỹстернĕ. Анчах пурнăç çухатусăр пулмасть. 1990 çулта мăшăрĕ, унтан 26 çулхи ывăлĕ вилнĕ.

Пенсие тухнă хыççăн та ĕçлет колхозра. Кайран хуçалăха тивĕçнĕ çĕр лаптăкĕнче вăй хума тытăнать. Нихăш йăранĕнче те çум курăк ỹстермест. Пухса кĕртнĕ чухне ачисемпе мăнукĕсем пулăшма ỹркенмеççĕ. Вуннăмĕш теçетке çула утăмларĕ пулин те севок та, выльăх кăшманĕпе сухан вăрлăхĕсене те лартса туса илет.

Кỹрши-аршипе килĕштерсе пурăнать ватă. Лена кинне мухтать.

Сывлăх хавшамасăр пулмастех ĕнтĕ. Врач сĕннĕ эмелсене пĕр сиктермесĕр ĕçет. Апата пĕлсе çиет. Çăкăрне килте пĕçерет. Хывăхран чустине çăрать. Вăй-халĕ çитнĕ таран хусканусем тăвать. Ывăнсан канать.

Ырă кăмăлĕ, пурнăçа юратни ăна хавхалантарса пырать. Район, çĕршыв пурнăçĕпе интересленсех тăрать. 9 мăнукĕ, 8 кĕçĕн мăнукĕ тата мăнукĕсен 2 ачи ăна савăнăç кỹреççĕ.

"Анне пирĕн кирек хăш ĕçре те правур. Ылтăн алли нихăçан та пушă тăмасть", - теççĕ хĕрĕсем. Вĕсем ăна уявран уява, юбилейрен çуралнă кунĕсенче чечек çыххисем парнелесех тăраççĕ.

Е. ПОРТНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика