Кивĕ çăлкуçа Нăрваш Шăхальсем "чун" кĕртнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2020 09:17 Просмотров: 103

НĂРВАШ Шăхалĕнчи Пулевей урамĕнче пурăнакансем кирек мĕнле ĕçре те хăйсен хастарлăхĕпе палăрса тăраççĕ. Çак кунсенче кунта халăх пуçарăвĕпе Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул, Аслă Çĕнтерỹ 75 çул тултарнине хисеп туса ĕлĕк-авал урам вĕçĕнчи кỹлĕ çывăхĕнче пулнă çăлкуçа чĕрĕлĕх парнеленĕ. Чăн малтанах вĕсем çĕрсе пусарăннă йывăç пурана кăларнă, шыв тапса тăракан вырăна юшкăнтан тасатнă, йĕри-тавра ашкăрса кайнă йывăçсене кăкланă, çăл вырăнне тимĕр бетон юпа ярса унăн лаптăкне çирĕплетнĕ. Мăнкун умĕнхи типĕре çак урамра пурăнакансен сăваплă та пархатарлă ĕçне Турă та вырăна хурĕ.

- Чылай чухне ырă ĕç тума пуçару тата хастарлăх çеç кирлĕ. Çак кунсенче пысăк тăкаксемсĕрех ял илемне кỹрекен тепĕр вырăна хăтлăх кỹртме пикентĕмĕр. Малашне ял çыннисен хастарлăхĕпех çăлкуç патне пыракан çула аллея тăвасшăн, лутра тĕм, çеçкесем лартса капăрлатасшăн, йĕри-таврашне хăтлăх кỹресшĕн, - кăмăлтан пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Раськин.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3