Медицина маскисем çитменнишĕн пăшăрханаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2020 09:18 Просмотров: 51

"АВАНГАРД" хаçат редакцине хăй пăшăрханнине систерес тĕллевпе кĕчĕ Туçара пурăнакан çак çын. "Паян Патăрьелĕнчи мĕн пур аптекăна çитрĕм, анчах маска тупаймарăм. Ăçта шырамалла-ши?" - кăсăкланса калаçрĕ хĕрарăм. Тĕнчипе вăй илсе пыракан усал инфекци чирĕ - коронавирус - ку таранччен кашни аптекăра ирĕккĕнех сутăнакан хỹтĕлев маскисене кĕске вăхăтрах дефицит туса хучĕ. Паллах, пĕр хут усă куракан медицина хатĕрне производствăран кăларманни паллă ĕнтĕ. Шанас килет, çывăх вăхăтра вĕсене аптекăсенче малтанхи пекех туянма пулĕ. Çавăн пекех инфекци чирĕнчен сыхланас тĕлĕшпе Роспотребнадзор кашни çыннах аллисене супăньпе çунипе пĕрлех кĕсье телефонĕсене те вăхăтран вăхăта дезинфекцилеме сĕнет.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3