Чи пултаруллисене палăртрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2020, 09:25 Просмотров: 190

Тăрăшса ĕçлекен педагогсене палăртас, хавхалантарас, вĕрентекен ĕçĕн сумне ỹстерес, пултаруллă учительсен ăсталăхне сарас тĕллевпе çулленех районта "Çулталăк учителĕ", "Чи лайăх класс ертỹçи", "Çулталăк воспитателĕ" тата ытти конкурссем йĕркелеççĕ.

Районти "Çулталăк учителĕ - 2020" конкурс пĕтĕмлетĕвĕ вара Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта иртрĕ. Малтанхи тупăшусене педагогсем йышлăн (12) хутшăннăччĕ. Конкурсантсем хăйсен пултарулăхне, професси ăсталăхне кăтартса вĕренекенсемпе уроксем ирттернĕччĕ, актуаллă темăсемпе калаçусем пуçарнăччĕ тата ытти те. Ала витĕр алланса тухма, професси ăсталăхне кăтартма çăмăлах та пулмарĕ.

Виççĕмĕш тура хутшăнма вара 4 педагог тивĕç пулчĕ. Вĕсем çаксем: Алсу Айзатуллова, Шăнкăртамри Э. Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литература учителĕ; Татьяна Павлова, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти биологипе хими учителĕ; Гульнафис Азмукова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти математика учителĕ; Мария Клементьева, Хирти Пикшикри вăтам шкулти математика учителĕ.

Конкурсантсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, "Çулталăк учителĕ - 2012" республика шайĕнчи конкурс çĕнтерỹçи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Наталия Андреева, "Çулталăк учителĕ - 2019" районти конкурс çĕнтерỹçи, Шăнкăртамри Э. Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкулти акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ Чулпан Ишмуратова саламларĕç.

Конкурс "Вĕрентỹ" наци проектне пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусем тавра уçă калаçу евĕр иртрĕ. Ăна вĕрентỹ управленийĕн начальникĕн çумĕ Н. Анисимов ертсе пычĕ. Тупăшăва тухнисен ĕçне сумлă жюри хакларĕ. Пĕтĕмлетỹ хыççăн Гульнафис Азмукова "Çулталăк учителĕ - 2020" конкурс çĕнтерỹçи пулни паллă пулчĕ. Ытти конкурсантсем - призерсем.

"Чи лайăх класс ертỹçи -2020", "Çулталăк воспитателĕ - 2020" конкурссен район шайĕнчи тупăшăвĕсем маларах иртнĕччĕ. Çĕнтерỹçĕсене вара пĕрле чысларĕç. "Чи лайăх класс ертỹçи - 2020" ята Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 4 класра вĕренекенсене пĕлỹ паракан Алевтина Михайлова, "Çулталăк воспитателĕ - 2020" ята Патăрьелĕнчи "Центральный" ача садĕнчи Лилия Басырова музыка ертỹçи тивĕçрĕç.

Конкурсантсемпе призерсене дипломсемпе, парнесемпе чысларĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика