Çур çул çеç юлчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2020 09:34 Просмотров: 145

2020 çулхи октябрĕн 1-31-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ иртмелле.

Яваплă мероприятие хатĕрленес тĕллевпе районта ĕçсем пуçланнă. Ял тăрăхĕсенче çуртсен номерĕсене, урам ячĕсене курăнмалла çыраççĕ, адрессене пайăрлатаççĕ, яла çутăпа, çыравçăсене каçхи хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе ĕçлеççĕ тата ытти те. Çапах та кашни гражданин çак тивĕçе туйса, ăнланса пурнăçлатăр тесе вырăнти администрацисенче пурнăçламалли организациллĕ ĕçсем те сахал мар-ха. Районти çырав комиссийĕн членĕсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе йĕркеленĕ черетлĕ канашлура Чăвашстат представителĕ, халăх çыравне ирттерес енĕпе ĕçлекен бригадир-инструктор М. Романова тата çырав ыйтăвĕпе тимлекен районти уполномоченнăй И. Чиркина паян кашни поселенинчех ăна кирлĕ пек хатĕрленсе ирттерсе ямалли, кая хăвармасăр пурнăçламалли ĕçсем пирки чарăнса тăчĕç. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова ертсе пычĕ.

Чи кирли - кашни гражданин халăх çыравĕ, унăн пĕлтерĕшĕ пирки пĕлсе тăни. Çавăнпа та Светлана Алексеевна хăйĕн сăмахĕнче кашни участокрах çырав пирки паллашма стендсем йĕркелемеллине çивĕчлетрĕ, участоксенче тивĕçлĕ çыравçăсене суйласа илмеллине каларĕ.

А. ЕГОРОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3