Волейбол турнирĕ ветерансене пухрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2020 09:36 Просмотров: 84

Туçари вăтам шкулта педагогика ĕçĕн тата спорт ветеранĕн, темиçе хутчен республика турнирĕсенче призер, çĕнтерỹçĕ пулнă Василий Козлов ячĕпе арçын-ветеран командисем хушшинче волейболла выляссипе республикăри 19-мĕш турнир иртнĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К. Углев, Туçа ял тăрăх депутачĕсем П. Шашкинпа В. Козлов, "Паттăр" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ А. Краснов, Р. Сафиулловпа И. Хитров спорт ветеранĕсем саламланă.

Турнира 6 волейбол команди - Туçа ял тăрăхĕнчен "Гвардеец", Елчĕк районĕнчи ветерансем, Шупашкарти "Пограничное братство", "Паттăр" ФСК, Первомайски тата Шăнкăртам ял тăрăх ветеранĕсем - хутшăннă.

Ăмăрту питĕ хĕрỹ иртнĕ. "Пограничное братство" - пĕрремĕш, Елчĕкрен килнĕ хăнасем - иккĕмĕш, "Гвардеец" виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн ветеранĕсем хавхалантаракан приза тата тăваттăмĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Çавăн пекех ăста вылякансене те палăртса хăварнă. Елчĕк районĕнчи А. Муллин "Чи вăйлă вылякан", Г. Баранов "Чи лайăх тапăнакан", Шупашкарти Б. Степанов "Чи лайăх вăйçă" А. Макаров "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" номинацисене тивĕçнĕ.

(Хамăр корр.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3