Республика хыпаресем

Категория: Публикации Опубликовано: 24.03.2020 09:38 Просмотров: 77

Коронавирус Шупашкара та çитнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хушăвĕпе «Контактра» сетьре «Чувашия без паники» пĕрлĕх туса хунă. Унта коронавируспа çыхăннă информаципе паллашма май пур. Çакăнтах аптекăсенче эмелсем çукки, лавккасенче тавар пĕтни, хаксем ÿсни çинчен пĕлтерме май килĕ. Мартăн 19-мĕшĕнче каçхине республикăра пĕр çын коронавируспа чирлени паллă пулнă. Вăл Бразилирен Швейцари урлă килнĕскер Шупашкара таврăннă хыççăн сывлăхне тĕрĕслеттерме шутланă. Хальхи вăхăтра чирлĕ çынна Шупашкарти Васкавлă медицина пулăшăвĕн инфекци стационарĕнче уйрăм бокса вырттарнё. +авён пекех Чёваш Енри 22 =улхи спортсмен Геленджик хулинче =ак чиртен сипленет?

Тырă, çăнăх çителĕклĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев «Чăваш çăкăрпродукчĕ» акционер обществинче Владимир Яковлев гендиректорпа цехсем тăрăх çÿресе хальхи вăхăтри лару-тăрупа паллашнă. Элеватор талăксерен 500 тонна тырă авăртать. Продукци ассортименчĕ пуян: тĕрлĕ сортлă çăнăхпа пĕрлех манна, тулă, урпа кĕрпи тата выльăх апачĕ те хатĕрлет. Республикăн шалти рынокне 70% яхăн продукци ăсатать, ытти Мари, Тутар, Мордва республикисене, Киров, Ульяновск, Чулхула, Краснодар, Владимир тата ытти облаçе каять. Мартăн 18-мĕшĕ тĕлне 4064 тонна тулă çăнăхĕ, 340 тонна ыраш çăнăхĕ, 27 пин ытла тонна тырă запас пур. Предприяти республикăна тулă çăнăхĕпе — 2, ыраш çăнăхĕпе 5 уйăх тивĕçтерме пултарать.

«Манăн бизнес» пуçарулăха вăй парĕ

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Шупашкарти бизнес-инкубатор çуртĕнче уçăлнă «Манăн бизнес» центрпа паллашнă. Центр ертÿçи Александр Маслов палăртнă тăрăх, «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх, предпринимательсен пуçарулăхне пулăшасси» нацпроектпа килĕшÿллĕн уçнă центр бизнеса пулăшмалли инфратытăм йĕркелĕвĕн пĕрлехи органĕ пулса тăрать. Кунта килсен предприниматель е хăйĕн ĕçне уçма палăртакан кашни çын хăйне интереслентерекен мĕн пур ыйтупа консультаци илме пултарĕ.

Чи таса регионсен шутне кĕнĕ

"Симĕс патруль" Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕ 2019-2020 çулсенчи хĕллехи экологи рейтингне хатĕрленĕ. Чи таса регион шутне Тамбов, Белгород облаçĕсем тата Алтай республики кĕнĕ. Чăваш Ен вара тасалăхĕпе _ 11-мĕш вырăнта. Çапах та федерацин Атăлçи округĕнче тасалăхпа пирĕн республикăна çитекен çук.

«Астăвăм сачĕ» акци старт илнĕ

Раççейре мартăн 18-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери «Астăвăм сачĕ» акци старт илнĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса йĕркелеççĕ. Акци июнĕн 22-мĕшĕччен пырать. Ырă ĕçе кашниех хутшăнма пултарать. Хамăр пурăнакан тăрăхри йывăç лартмалли вырăнсене садпамяти2020.рф сайтра тупма пулать. Пĕтĕмпе çĕршывра 27 миллион йывăç лартма палăртнă. Шăпах çакăн чухлĕ çын тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3