Çар комиссариачĕ хастартарах пулма чĕнет

Категория: Публикации Опубликовано: 24.03.2020, 09:50 Просмотров: 188

«АВАНГАРД» хаçатра Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйсен Тĕп храмĕнче «Асăну çулĕ» мемориал комплексне уçасси пирки вулакансене пĕрре мар пĕлтернĕччĕ. Малашне Мускавра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсен паттăрлăхĕ çинчен калакан хыпарсем, сăн ỹкерчĕксем, фронтран янă çырусем упранмалла. Тĕп храмра вырăн тупма тивĕçлĕ паха материалсене районти çар комиссариачĕ пĕлтĕрех пуçтарма пикенчĕ. Анчах та унти специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, ял тăрăхĕсем, уйрăм çынсем, волонтерсемпе учительсем сахалтарах информации илсе килнĕ. Хальлĕхе çемье архивĕнче упранакан вăрçăпа çыхăннă çырусемпе сăн ỹкерчĕксене ытларах Аслă Чементен, Шăхачран, Сăкăтран, Алманчăран, Красномайскинчен, Нăрваш Шăхалĕнчен çитернĕ. Ку таранччен пуçтарăннă 1060 сăн ỹкерчĕкпе 51 çыру пирĕн районшăн питĕ сахал. Çавăнпа та çар комиссариачĕ ку тĕлĕшпе пурне те хастарлăха ỹстерме чĕнсе калать.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика