Хăрушсăрлăха пăхăнманран чутах пушар тухман

Категория: Публикации Опубликовано: 24.03.2020, 09:53 Просмотров: 196

ЮЛАШКИ вăхăтра районта шута илнĕ пушарсенчен мунчапа çыхăннă тĕслĕх час-часах тĕл пулать. Ку тĕлĕшпе районти пушар надзорĕн сотрудникĕсем тăтăшах асăрхаттараççĕ пулин те çав-çавах çынсем хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнсах пĕтмеççĕ. Акă, çак кунсенче çеç Хирти Пикшикре вĕр çĕнĕ мунчаран пушар тухса чутах çемьене пысăк инкек кăтартман. Кил хуçисем мăрьене кирлĕ пек вырнаçтарманран çулăм йĕри-таврашне ярса илме тытăннă. Юрать-ха, пăтăрмаха вăхăтра сиснĕ. Районта çулталăк пуçланнăранпа 11 пушар пулнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра вут-кăварпа çыхăннă 9 тĕслĕхе шута илнĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика