Районта- республикăри Общество палатин аппарачĕн ертỹçи

Категория: Публикации Опубликовано: 24.03.2020, 10:02 Просмотров: 148

Иртнĕ эрнере район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Чăваш Республикинчи Общество палатин аппарачĕн ертỹçипе Евгений Бондаревпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçу вăхăтĕнче вĕсем районти Общество канашĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕн аталанăвне еплерех витĕм кỹнине сỹтсе явнă.

Ун хыççăн Раççей Федерацийĕн Конституцине тỹрлетỹсем кĕртес ыйтупа апрелĕн 22-мĕшĕнче ирттерме палăртнă сасăлав ыйтăвĕпе пуçтарăннă районти Общество канашĕн ларăвне хутшăннă. Канашлурах Шупашкар хулине «Ĕç мухтавĕн хули» хисеплĕ ята парас пуçарăва та ырланă.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика