Сыхланнине нимĕн те çитмест

Категория: Публикации Опубликовано: 24.03.2020 10:03 Просмотров: 77

Çак кунсенче районта санитарипе эпидемиологи комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хăш-пĕр организаци-предприяти ертỹçисем хутшăнчĕç.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйту- коронавирус чирĕнчен сыхланмалли хушма мерăсем, ялсенче санитари требованийĕсене, çỹп-çап пуçтармалли йĕркесене çирĕп пăхăнасси. Çак ыйтусемпе Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьел территори уйрăмĕн начальникĕ Оксана Такмакова, Патăрьелĕнчи тĕп больницăри Антонина Чернова врач-инфекционист, районти «Полигон», «Экоцентр» обществăсен, Патăрьел ял тăрăхĕн представителĕсем тухса каларĕç

. Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьел территори уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Светлана Петрянкина «Экологи» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн района пахалăхлă шывпа тивĕçтерес ыйтупа ĕçсем еплерех пынипе паллаштарчĕ.

А. НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3