Ветерана сума суса

Категория: Публикации Опубликовано: 24.03.2020, 10:05 Просмотров: 233

 Аслă Çĕнтерỹ 75 çул çывхарнине халалласа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕлтĕр вăрçă ветеранĕсем пурăнакан çуртсем çине «Кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ пурăнать» тесе çырнă асăну хăмисем вырнаçтарас акци старт илнĕччĕ. Ырă йăлана малалла тăсса нумаях пулмасть Кĕçĕн Патăрьелĕнче пурăнакан Вера Тихонова патне пуçтарăнчĕç.

Сăваплă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Константин Михеев, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, «Исток» çĕр ĕç фирмин генеральнăй директорĕн çумĕ Иван Соловьев, ял старости Владимир Марков, культура учрежденийĕн ĕçченĕсем, тăванĕсемпе ял халăхĕ хутшăнчĕ.

Тухса калакансем акци пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕç. Вăл чăннипех те халăха çарпа патриотла воспитани парас никĕсе çирĕплетме пулăшать. Çĕр çинчи миршĕн хăйсен пурнăçне шеллемесĕр çапăçнă çынсен умĕнче эпир ĕмĕр парăмра

. 97 çулхи вăрçă участникĕ Вера Николаевна çĕршыв, регион, район ертỹçисене ветерансем патне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн пĕтĕм чун-чĕререн тав турĕ.

Тихоновсен çемйинчен пуçласа фронта ашшĕ - Николай Игнатьевич - кайнă. Ачисенчен чи асли, хĕрĕ- Вера Николаевна - 1942 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче çар ретне тăнă. 1945 çулхи июнĕн 10-мĕшĕччен 1770-мĕш зенитлă артиллери полкĕн 11-мĕш батальонĕн йышĕнче çапăçнă. Вера Тихонова «Георгий Жуков», «Мускава хỹтĕленĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ. Вăрçăран таврăнсан лавккара, ДЭУра тĕрлĕ ĕçре, склад заведующийĕнче, бригадирта вăй хунă.

Хальхи вăхăтра Вера Николаевна Ираида ятлă хĕрĕпе пурăнать. Унăн 2 мăнук тата 5 кĕçĕн мăнук çитĕнет.

А. ИВАНОВА.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика