Ыр туни харама каяс çук

Категория: Публикации Опубликовано: 24.03.2020, 10:12 Просмотров: 202

 Турханти медик-волонтерсен ушкăнне йĕркеленĕренпе çулталăк çитрĕ. Çак хушăра вĕсем хăйсен (вырăнти врач амбулаторийĕн заведующийĕ) ертỹçипе А. Кольцовпа сахал мар ырă ĕç турĕç.

Ветеран патне кĕрсе сывлăхĕпе интересленесси, ăшă сăмах каласси, шăпăр илсе картиш шăласси е юр хырасси йывăрлăх кỹмест çав ĕнтĕ çамрăксене. Ачасемпе аслисене уяв концерчĕ кăтартма та ỹркенмеççĕ вĕсем.

Медик-волонтерсен туслă команди 50 ытла тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ. Вăл шутра «Ырăлăх çулĕпе», «Вĕренме кайма пулăш», «Ыррине яла», «Сывлăхлă пул!», «Шурă ромашка!», «ВИЧ_СПИДа çул çук», «Ватăсене ăшă», «Ырă туя», «Пĕчĕк туя парнеле те ăшă сăмах кала», «Çĕнтерỹ ялавĕ» акцисем тата ыттисем те. Çавăн пекех вĕсем «Ырă çĕр улми», «Волонтерпа пĕрле 1000 утăм», «Ачалăх савăнăçĕ», «Кăтарту науки» проектсене те хутшăнаççĕ.

«Эсир чăн-чăнах та маттур ачасем: ватăсене пулăшма ỹркенместĕр, ветерансем патне тимлĕх уйăратăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăксене тирпейлесе тăратăр. Сире пурне те çынсене ырă тăвасси пĕрлештерсе тăрать. Çакăн пек харсăр ỹсĕрех. Патриотла воспитани илни сире малашлăхра пулăшсах пырĕ. Çынсене ырă туни çĕре ỹк- местех. Вăл хăвăр пата ырăпа таврăнатех»,- тет ушкăн ертỹçи А. Кольцов

. А. ИВАНОВА.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика