Турă пухмачĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.03.2020 10:16 Просмотров: 81

Пĕр пуян пурăннă тет. Чухăнсене пулăшнă вăл. Ăна пурте юратнă. Вăл пỹлĕмĕнче стена çумне тимĕртен тунă пысăк пухмач çапса хунă. Ун çине пысăк саспаллисемпе «Турă пухмачĕ» тесе çырнă. Турă ăна савăнăç кỹрсе пынă- тĕне кĕртсен, е Ангел кунĕнче тата ытти уяв вăхă- тĕнче арăмĕ ăна çапла каланă:

- Турă пире пурне те çителĕк-лех пачĕ, чĕн-ха пỹрт тулли хăна. Çынсем те пирĕнпе пĕрле савăнччăр.

- Миçе çын чĕнмелле-ши вара?- ыйтнă вăл.- Апла хуть пĕр хĕрĕх çын,- хуравланă арăмĕ.

Пуянĕ каллĕ-маллĕ шутлать те: «Пĕлетĕн-и, ман кăвакарчăнăм, халь чухăн çынсем пит нумай, чылай ача хырăм выççипе йĕрет, çывăрмаççĕ. Эрех çине ярассине, тепĕр çирĕмĕшне хăналассине эпĕ пухмача хуратăп», - тет. Вăл яланхи пекех çапла тунă.

Ырă çын пĕр-пĕр инкек - пушар е шыв илни çинчен илтет-и, е вулать-и, хăй ăшĕнче калать: «Турăçăм, эсĕ мана çак инкекрен сыхласа хăвартăн»! Каллех пухмача парне укçи ỹкет. Тепĕр чух çакăн пекки те пулкаланă.

Пуян патне сутуçă таварсемпе кĕрет. Туянаканĕ вăл ку тавара пăхать, тỹрех укçа патне каять. Сасартăк пухмач çине куçĕ ỹкет, хăйне çапла калать: «Тăхта-ха, мĕншĕн сана çавăн чухлĕ? Çуррипе те çырлахма пулать». Вара вăл çурришĕн тỹлет, юлашкишĕн тỹлемеллине Турă пухмачне хурать.

Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртет. Ватлăхра пуянăн пухмачра чылай укçа пухăнать.

Вилес умĕн хăйĕн ялĕнчи ватăсене чĕнет те çапла калать: «Хамăн ачасенчен пĕр пус илмесĕр Турă ĕçĕшĕн нумай ырă ĕç турăм. Çак пухмачра эпĕ ахалех пĕтерме пултарнă укçана тупатăр».

Ватăсем нумай укçа тупаççĕ, вĕсен савăнăç куççулĕ тухать. Пуян хăйĕн чунне турра парсан çынсем ăна хăйсен ырă çынни, теççĕ. Ун çинчен нихăçан та манмĕç. Ĕмĕр-ĕмĕр пурăнакан ăрăва Туррăн пухмачĕнчен тухни - ачасен приючĕ, шкул, больница, çĕнĕ чултан тунă чиркỹ- аса илтерсе тăрать.

Григорий ДЬЯЧЕНКО, протоиерей.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3