Паха вăрлăхпа кĕркунне кĕлет тулать

Категория: Публикации Опубликовано: 28.03.2020, 09:59 Просмотров: 157

 Çур аки çывхарнăçем районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне тимлĕх тата ытларах та уйăрма тивет. Пĕтĕмĕшле илсен районĕпе 3496 тонна е кирлин 100 проценчĕ чухлĕ вăрлăх хатĕрленĕ. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕнче йăлтах тĕрĕслеттернĕ, 93 проценчĕ кондицие ларнă. Пĕтĕмĕшле вăрлăхран суперэлита - 5,5, элита- 22,2, сортсăрри 8,8 процент.

Юлашки çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи агропромышленность комплексĕнче тăрăшакансем пахалăхлă вăрлăх нумайрах туянма пуçларĕç. Суперэлита тата элита репродукциллисене 814 тонна илнĕ.

Хальхи вăхăтра вăрлăхсене фитоэкспертиза туни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă чир-чĕре тупса палăртма, вăхăтра тивĕçлĕ йышăну тума май парать. Вырăнти тата туяннă элита вăрлăхсене (770 тонна) тĕрĕсленĕ хыççăн 45-93 проценчĕ чирли палăрнă. Кĕркунне пысăк тухăç илес тесен пурне те акас умĕн им-çамлама тивет.

(Хамăр корр.).

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика