Çын сывлăхĕ, хăрушсăрлăхĕ пĕлтерĕшлĕрех

Категория: Публикации Опубликовано: 28.03.2020, 10:04 Просмотров: 201

 Мартăн 25-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин коронавирус чирĕ анлă сарăласран сыхланас тĕлĕшпе палăртакан ĕçсемпе паллаштарчĕ. Владимир Владимирович çынсене яваплăха туйса халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче çỹресрен асăрхаттарчĕ. Çĕршывра мартăн 28-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 5-мĕшĕччен кану эрни пуласси çинчен йышăну тунă. Çапах та ĕç укçи сыхланса юлĕ. Çак чару больницăсенче, транспорт тытăмĕнче, аптекăсенче, лавккасенче, банксенче тата власть тытăмĕнче ĕçлекенсене пырса тивмĕ. «Авангард» хаçат та яланхи пекех ытларикунпа эрнекунах вулакансем патне çитĕ.

Çавăн пекех Владимир Путин Раççей Конституцине тỹрлетỹсем кĕртекен сасăлав кунне те каярах ирттерессине пĕлтерчĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республикăн патшалăх влаçĕнче вăй хуракансем çĕршыв Ертỹçи палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма хатĕррине çирĕплетнĕ.

А. ИВАНОВ.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика