Республика хыпаресем

Категория: Публикации Опубликовано: 31.03.2020, 18:13 Просмотров: 98

Федераци тата республика бюджечĕсен укçи-тенкипе усă курĕç

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне кĕрекен «Пуçламăш медицинăпа санитари пулăшăвне кỹрекен тытăма аталантарасси» регион проектне пурнăçа кĕртмешкĕн 2019-2024 çулсенче 375,8 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă, çав шутран 2020 çулта – 57,65 миллион тенкĕ. 2019 çулта регион проектне тĕпе хурса Чăваш Республикин бюджечĕн укçи-тенкипе модульлĕ 26 ФАП хăпартнă. 2013 çултанпа Чăваш Енре кивĕ тата ишĕлес патне çитнĕ фельдшер-акушер пункчĕсем вырăнне çĕнĕ 206 ФАП туса ĕçе кĕртнĕ. Кăçал çак строительствăна малалла тăсĕç, федераци тата республика бюджечĕсен укçи-тенкипе усă курĕç. 

Регион проекчĕ пурнăçа кĕрет

Чăваш Енре «Демографи» наци проекчĕн «Общество сывлăхне çирĕплетесси» регион проекчĕ пурнăçа кĕрет. Унпа килĕшỹллĕн «Ĕçлекенсен сывлăхне çирĕплетесси» корпоративлă программа ĕçлет. Унăн тĕллевĕ – сывă пурнăç йĕркине тытса пымашкăн, чирсенчен асăрхаттармашкăн условисем йĕркелесси. Предприятисемпе организацисенче профилактика мероприятийĕсемпе акцисем иртеççĕ. 

Çурхи призыв пуçланать Апрелĕн 1-мĕшĕнче 2020 çулхи çурхи призыв пуçланать. Апрель-июль уйăхĕсенче Чăваш Республикинчен 1318 çынна çара ăсатмалла. Кун пирки Чăваш Республикин çар комиссарĕ Александр Мокрушин пресс-конференцире пĕлтернĕ. Çар комиссарĕ Чăваш Енри çар комиссариачĕсен çак тĕллевсене туллин пурнăçлама майсем çителĕклине палăртнă. 

Троллейбус çулĕ тăсăлнă

Мартăн 21-мĕшĕнчен пуçласа Шупашкарта 20-мĕш маршрутпа çỹрекен троллейбус «Çĕнĕ хула» микрорайона çитет. Унччен вăл «Маштехникум» чарăнура каялла çаврăннă. Троллейбуссем унчченхи пекех вăхăтра çỹреччĕр тесе линие татах троллейбуссем янă. Унччен 13 пулнă тăк, халĕ -16.

Интернет уçлăхĕнче тупăшнă

Çак кунсенче компьютер спорчĕ енĕпе республика чемпионачĕ иртнĕ. Унта 80 çын ытла хутшăннă. Ăмăртăва ку хутĕнче дистанци мелĕпе йĕркеленĕ. Интернет уçлăхĕнче районсемпе хуласенчи çамрăк киберспортсменсем тĕл пулнă. Вĕсем пуç ватмăш, çар арени, файтинг тата стимулятор дисциплинисенче вăй виçнĕ.

Суперфинала тухнă

Сочире Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн шайба» турнирăн суйлав ăмăртăвĕсем иртнĕ. Тупăшăва 56 команда хутшăннă. Турнирта кĕçĕннисен ушкăнĕнче Çĕнĕ Шупашкарти «Спутник» команда та вăй виçнĕ. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе çамрăк хоккеистсем иккĕмĕш вырăн йышăннă. Вĕсем ноябрь уйăхĕнче иртекен суперфиналта тупăшма тивĕçнĕ.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика