Чир паллисем пулсан врача пĕлтермелле

Категория: Публикации Опубликовано: 31.03.2020, 18:26 Просмотров: 143

Иртнĕ çул вĕçĕнче коронавирус пирки ют çĕршывсенче çеç калаçатчĕç пулин те халĕ пирĕн патăрта та куллен çак сăмах пырать. Районта çак чире тупса палăртман. Ку енĕпе мартăн 30-мĕшĕ тĕлне 7 çын сăнавра тăрать. Республикăра вара коронавируспа чирленĕ пĕр çын Васкавлă пулăшувĕн больницинче сипленет. Сиплев курсĕпе килĕшỹллĕн, вăл боксра апрелĕн 2-мĕшĕччен пулĕ. Кун хыççăн тепĕр хут анализ тăвĕç.Чир паллисем пулмасан арçынна больницăран кăларĕç

. Чир ан çулăхтăр тесен мĕн тумалла-ха? Килте ларма тăрăшмалла. Уйрăмах 60 çул урлă каçнă çынсен. Алăсене час-часах супăньпе çумалла. Спирт хутăшĕллĕ хатĕрсемпе сăтăрмалла. Çын йышлă çỹрекен çĕртен пăрăнмалла. Сывлăх суннă чухне алă тытмалла мар. Пỹлĕмсене час-часах уçăлтармалла

. Енчен те хăвăра урăхрах туятăр пулсан медицина ĕçченĕсене шăнкăравламалла. Килтен тухмалла мар. Больницăна та кайса ан çỹрĕр. Ỹт температурине виçсех тăрăр.

Короновируслă çĕршывсене канма кайнăскерсен киле таврăнсан ялти медицина ĕçченĕсене, ял тăрăхĕн администрацине, Роспотребнадзор специалисчĕсене пĕлтермелле. Вĕсене 14 кунлăха карантина лартаççĕ.

Сехрене хăпартни вырăнсăр. Хамăра хамăр упрани чиртен асăрханма пулăшатех.

Вирус пирки иккĕленчĕклĕ шухăшсене 6-19-61 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа татса пама пултаратăр.

Г. ПЕТРОВА, район больницин тĕп врачĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика