Амак çулне пỹлесси хамăртан килет

Категория: Публикации Опубликовано: 31.03.2020, 18:30 Просмотров: 96

 Мартăн 27-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов район территорийĕнче коронавирус инфекцине сарăлассине асăрхаттарас тĕллевпе йĕркеленĕ оперативлă штабăн черетсĕр ларăвне ирттернĕ.

Асăннă кун тĕлне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ют çĕршывран килнĕ 13 çын районти медицина ĕçченĕсен сăнавĕнче тăнă пулсан, мартăн 30-мĕшĕ тĕлне 7 çын юлнă. Вĕсем Роспотребнадзор йышăнăвĕпе 14 кун карантинра пулĕç, сывлăхне ятарлă службăсем сăнасах тăрĕç. Ларура Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн территори уйрăмĕн начальникĕ Оксана Такмакова районта коронавируспа чирлекен çукки пирки пĕлтернĕ, çав вăхăтрах пурин те гигиена тата санитари йĕркисене çирĕп пăхăнмаллине асăрхаттарнă.

Çавăн пекех шалти ĕçсен пайĕн, Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управлени территори уйрăмĕн, больницăн, район администрацийĕн ĕçченĕсенчен йĕркеленĕ рейд бригади Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн 2020 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче йышăннă хушăвне еплерех пурнăçланине тĕрĕслес шутпа Патăрьелĕнчи тата ытти ялсенчи суту-илỹ, кану объекчĕсене çитнĕ, 8 протокол çырнă. Çакнашакал рейдсем малашне те йĕркелĕç.

А. НИКОЛАЕВА.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика