Хамăрăн сыхă пулмалла

Категория: Публикации Опубликовано: 03.04.2020 12:47 Просмотров: 127

 Паян пурне те пăшăрхантаракан коронавирус чирĕ уйрăмах ватăсемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине калаççĕ. Кун пирки МИХ хатĕрĕсенче те асăрхаттарсах тăраççĕ. Усал чир ан ертĕр тесен чăн малтанах хамăрăн тимлĕ пулмалла. Пенсионерсен урама тухса çỹрессинчен тăхтаса тăмалла, çынсемпе тĕл пулассинчен те пăрăнмалла. Коронавирус чирĕ пĕр çынран теприне çăмăллăнах лекме пултарассине манса каймалла мар. Паян çĕр чăмăрĕ çинче чирлисен йышĕ питĕ хăвăрт ỹссе пыни те çакнах çирĕплетет. Çавăнпа та çак йывăр тапхăра тỹсĕмлĕн чăтса ирттерсе ярасси кашни çыннăн ăнланулăхĕнчен нумай килет.

Карантин вăхăтĕнче магазинсене, çынсем йышлă пулакан вырăнсене тухса çỹреместĕп. Çынсене те çавнах сунатăп. Чиркĕве çỹрессинчен те тăхтаса тăмалла. Карантин вăхăтĕнче ашшĕ-амăшне уйрăмах ачисен тимлĕх уйăрмалла. Ватăсене апат-çимĕçпе, эмелсемпе çителĕклĕн тивĕçтермелле. Вĕсене ытлăн-çитлĕн хатĕрлемелле. Чи кирли те пĕлтерĕшли хăвăра япăх туйсан, температура ỹссе кайсан е сывлама йывăррине сиссен çийĕнчех васкавлă пулăшу службине чĕнмелле.

Сывлăх хуралĕн системинче, чылай çул санэпидстанцинче (пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 47 çул) ĕçленĕ май инфекци чирĕсем пирки çакна каласшăн. Вĕсем унччен те тĕл пулнă: хĕрлĕ шатра (корь), хăлха пăявĕ (свинка)... Ун чухне те карантинри йĕркене çирĕп пăхăнса чире вăхăтра парăнтарнă. Çавăнпа та коронавирус чирне парăнтармалли йĕркесене пурин те пăхăнасах пулать

. Ю.ЧЕРНЫШЕВА, сывлăх сыхлавĕн ветеранĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31